Чӳк
уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Элӗк вӑтам шкулӗнче
Ҫеҫпӗл Мишши хайлавӗсене илемлӗ
вулакансен конкурсӗ иртрӗ. Конкурса Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине
халалланӑ. Кунта Элӗк округӗн шкулӗсенчи
5-10-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Тӑхӑр шкултан пуҫтарӑннӑ 16 вӗренекен хӑйсен
сӑвӑ вулас ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗ. 9-10-мӗш классем хушшинче Чӑваш Сурӑм вӑтам
шкулӗн 9-мӗш класӗнче вӗренекен Семенов Семен (ертӳҫи - Петрова А.Г.) 1-мӗш
вырӑн йышӑнчӗ, ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. Семенов
Семена саламлатпӑр! Малашне те ҫакнашкал ҫитӗнӳсемпе савӑнтарма ӑнӑҫусем
сунатпӑр!