Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул ситне ятпа «Кăвар чĕреллĕ сăвăç» литература каçĕ иртрĕ.

Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул ситне  ятпа  «Кăвар чĕреллĕ сăвăç»  литература каçĕ иртрĕ.

Кăвар чĕрем – пин çын чĕри.

Эп пĕр çын мар – эп хам пин-пин,

Эп – пин чăваш, эп – пин-пин çын!

Чĕрем юрри – пин çын юрри!

Çапла хăюллăнах çырма пултарнă Çеçпĕл Мишши хăй çинчен «Инçе çинçе уйра уяр…» сăввинче. Чăнах та, эпир  çак йĕркесенче вăл яланах тăван халăх телейĕпе савăннине, унăн хуйхи-суйхишĕн куляннине чунпа туйса илетпĕр. Паян эпир мухтавлă та чаплă поэтăмăр  çинчен калаçмасăр пултараймастпăр. Кăвар чĕреллĕ  поэт çинчен калаçма сăлтавĕ те пур. Кăçал чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитет.  Çак паллă куна халалласа Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Кăвар чĕреллĕ сăвăç» ятпа литература каçĕ иртрĕ. Уяв каçĕн тĕп тĕллевĕ Çеçпĕл пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашасси пулчĕ.  Паллах, ачасем кăвар чĕреллĕ Çеçпĕлĕн çулăмлă сăввисене сцена çинче тăрăшсах янраттарчĕç. Унăн пурнăçĕн хăш-пĕр тапхăрĕсене тĕпе хурса инсценировка та лартса пачĕç. Çеçпĕл Мишшине халалланă литература каçĕн тĕшшийĕпе уссийĕ куç кĕрет пулни уççăн курăнчĕ темелле.  Çамрăк ăру – пирĕн пуласлăх. Çамрăксен ăс-тăнĕнче  сăмах ÿнерĕ пулăшнипе ырăлăх, сăпайлăх, çынлăх туйăмĕсене çирĕплетесси – пирĕн тивĕç.

Фотогалерея