Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ май регионсен шайенче " #Поэзичечекӗ" конкурсе иртре

Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа  125 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ май регионсен шайенче " #Поэзичечекӗ" конкурсе иртре

Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ чӑваш позийӗн сӳнми ҫӑлтӑрӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа кӑҫал 125 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ май регионсен шайӗнчи чӑвашла пӑхмасӑр Ҫеҫпӗл Мишшин хайлавӗсене е Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа хӑйсем ҫырнӑ хайлавсене илемлӗ вулакансен "#Поэзичечекӗ" конкурс ирттерчӗ. Конкурса хутшӑнакансем 1-мӗш тапхӑрта Ҫеҫпӗлӗн сӑввисене пӑхмасӑр каласа видеосем ярса пачӗҫ. 1-мӗш тапхӑра хутшӑннисенчен чи пултаруллӑ 14 шкул ачине 2-мӗш тапхӑра суйласа илчӗҫ. Вӗсем шутне Чӑваш Сурӑм шкулӗн 8-мӗш класс вӗренекенӗ Семен Семенов та лекрӗ. Ҫапла вара ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче конкурсӑн 2-мӗш тапхӑрне лекме тивӗҫлӗ пулнисем хушшинче хӗрӳ тупӑшу иртрӗ. Ачасем чунĕсемпе Поэтăн кашни сăмахне туйса вулани палăрчĕ. Семёнов Семён Ҫеҫпӗл Мишшин "Тинӗсе" сӑввине хӑватлӑн вуласа экспертсен чӗрине тыткӑнлама пултарчӗ, 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ, ҫӗнтерӳҫӗ дипломне тата парнесем илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Семенов Семена черетлӗ ҫӗнтерӳпе саламлатпӑр. Маттур

Прикрепленные файлы

jpg
fe8d761e-fb80-4335-9fab-a090ad178b2b.jpg 310,97 Kb 01.06.2024
jpg
dcbf54dc-4d7f-46c0-a6ee-39475b4d8114.jpg 125,07 Kb 01.06.2024
jpg
d6373889-9263-4fa0-ac41-3a7b1aa83978.jpg 211,53 Kb 01.06.2024
jpg
a8272467-a4d0-4e10-99b7-279b873f2ec6.jpg 308,47 Kb 01.06.2024
jpg
7a2005d8-f7d5-4b34-976b-3ab1f3dafa56.jpg 303,56 Kb 01.06.2024