Урок «Туслă çемье – çĕршыв тĕрекĕ»

Урок «Туслă çемье – çĕршыв тĕрекĕ»

«Туслă çемье – çĕршыв тĕрекĕ»,  - тенĕ И.Я.Яковлев. Вăл пире хăйĕн пилĕнче: «Упрăр çемйĕре. Çемье çирĕп пулсан пурнăç хыттине чăтса ирттерме пулать», - тенĕ. Çакна ăша хывса тата  шкулпа çемье хушшинчи çыхăнăва йĕркелесе пырас тĕллевпе ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче ачасен ашшĕ-амăшĕпе чăваш чĕлхи урокне ирттертĕмĕр.  Урок «Туслă çемье – çĕршыв тĕрекĕ» ятпа çавра сĕтел майлă иртрĕ. Урокра ашшĕ-амăшĕпе калаçу ирттернĕ май И.Я.Яковлев халалĕ, Г.Н.Волков этнопедагогăн тăван кил, атте-анне çинчен каланă сăмахĕсем çинче чарăнса тăтăмăр. Ашшĕ-амăшĕ çемье телейĕ мĕнрен килет-ши ыйту тавра шухăшласа калаçрĕ. Паллах, çемье çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе те паллашрĕç вĕсем, пĕлтерĕшĕсене уçăмлатма тăрăшрĕç. Уйрăмах тăванлăх терминĕсемпе ĕçлеме интереслĕ в. Тăванлăх сăмахĕсем ĕлĕк пĕлтернине пĕлсех каймастпăр иккен паянхи кун. Çакна хăйсем курса ăнланчĕç урокра ашшĕ-амăшĕ. Çемье çинчен калакан халапа итленĕ хыççăн вара «Çемье мĕн вăл?» хĕвел кластер турăмăр.  Çемье вăл – юрату, килĕшÿ, пĕр-пĕрне хисеплени, туслăх т.ыт.те. Çакнашкал хаклăхсем палăртрĕ ашшĕ-амăшĕ. Урок усăлăхĕ, кирлĕлехĕ курăмла пултăр тесе кĕсье кĕнеки (покетмод) турăмар. Кунта вĕсем хăйсене кирлĕ материалсене тупма пултараççĕ: чăваш культуринчи 7 пил, Яковлев халалĕ, тăванлăх сăмахĕсем, ваттисен сăмахĕсем… Урок вĕçĕнче вара пурте пĕрле «Алран кайми аки-сухи» юрра мăнаçлăн янраттартăмăр.

Фотогалерея