«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2024» акцие ашшĕ-амăшĕ те хаваспах хутшăнчĕç.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2024» акцие ашшĕ-амăшĕ те хаваспах  хутшăнчĕç.

Чăваш чĕлхи кунне уявланă май çулсеренех диктант çырасси йăлана кĕчĕ. Кăçал Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн аслă класĕсенче вĕренекенсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2024» акцие хаваспах  хутшăнчĕç. Диктант çырма кăмăл тăвакансем  çирĕм тăваттăн  пулчĕç. Шкулти ашшĕсен канашĕн ертÿçи Орлов Александр Алексеевич «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăннă ачасене те, ашшĕ-амăшне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕ, тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ çинчен те калаçрĕ, хăй çак диктанта кăмăлласах çырнине палăртрĕ. «Пĕрремĕш хут хутшăнатăп ку акцие, хама шкул ачи пекех туйрăм, шкулта вĕреннĕ вăхăт та аса килчĕ», - терĕ вăл диктант çырнă хыççăн савăнсах. Эпир вара диктант çырма шкула килнĕ ашшĕ-амăшне чунтанах тав тăватпăр. Малашне те пĕрлех пуласса шанатпăр. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пулсан ачисем те тăван чĕлхепе юратсах калаçасса та шанатпăр.

Фотогалерея