Чӑваш чӗлхи эрни малалла пырать. Паян пирӗн шкулта чӑвашлӑх тӗнчи хуҫаланче.
Чǎваш чěлхи-тǎван чěлхе, Эс - чи пахи, эс - чун уççи. Чǎваш чěлхи- тǎван чěлхе, Пин чěлхерен чи çепěççи.
Мӗн тери илемлӗн, мӗн тери хӑватлӑн, мӗн тери мӑнаҫлӑн янӑрать пирӗн тӑван чӗлхе. Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Чăваш чĕлхи-атте-анне чĕлхи» ятпа уяв каçĕ иртрĕ. Уява 1-11-мĕш класра вĕренекенсем тата шкул çумĕнчи «Шăнкăрав» ача садне çÿрекен чи пĕчĕккисем те хутшăнчĕç. Ачасем уява тăрăшсах хатĕрленнĕ. Ăна Çемье çулталăкне халалланă май кунта паянхи кун атте-анне çинчен, тăван чĕлхе çинчен калакан илемлĕ юрăсем шăранчĕç. Сăвă калакансем те хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Аслă классенче вĕренекенсем чăваш халăх кĕввипе ташша тухсан вара пурин кăмăлне те çĕклесе ячĕç.Уява 8-мĕш класра вĕренекен Настя Емельяновăпа Семен Семенов ăста ертсе пычĕç. Чăнах та, чăваш чĕлхи – атте-анне чĕлхи. Атте-анне панă тăван чĕлхе юрă-сăвăра шăнкăр çăл шывĕ пек шăнкăр та шăнкăр юхать. Çакна уяв каçĕ те çирĕплетсе пачĕ, вĕренекенсем те илтсе те итлесе ĕненчĕç.