"Элӗк пики" конкурс

"Элӗк пики" конкурс

Элӗк салинче "Элӗк пики" конкурс иртрӗ. Элӗк пики ятне сӗнсе илессишӗн 8 хӗр хӗрӳ ӑмӑртура тупӑшрӗҫ. Чӑваш Сурӑм шкулӗн, Чӑваш Сурӑм ялӗн чысне 10-мӗш класра вӗренекен Арсентьева Марианна хӳтӗлерӗ. Пикесем малтанах паянхи тумсемпе илемлӗн утса ҫаврӑнчӗҫ . Малалла вара визиткӑсен конкурсӗ пулчӗ. Кашниех ку конкурсра хӑйӗн ҫинчен илемлӗн каласа парса паллаштарма тӑрӑшрӗ. Ҫавӑн пекех пикесем тӗрлӗ лару-тӑрура хӑйсене мӗнле тыткаланине пӗлме ыйтусем парса тӗрӗслерӗҫ ертсе пыракансем. Пултарулӑх конкурсӗ чи илӗртӳлли пулчӗ. Марианна кунта сӑввине те илемлӗн вуларӗ, ташшипе те тыткӑнларӗ. Конкурсӑн пур тапхӑрне те ӑнӑҫлӑн тухса Арсентьева Марианна "Элӗк пики" конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ. "Маттур, Марианна,"- тетпӗр эпир сана саламласа!!! Малашне те ҫаплах маттур пул!

Прикрепленные файлы

jpg
f63d2328-7710-4c2f-9ba0-37834af72bde.jpg 157,55 Kb 21.12.2023
jpg
c13fc7c0-529c-4762-aae6-a272a46d006d.jpg 91,17 Kb 21.12.2023
jpg
aaac0145-525e-42ae-b65d-e6afcc4aa3e8.jpg 158,88 Kb 21.12.2023
jpg
7af1632b-537e-4255-98e1-61b9233626a4.jpg 157,93 Kb 21.12.2023
jpg
0e7dcd43-fbf7-45ad-aa24-36b864b94e0c.jpg 134,56 Kb 21.12.2023