Тӗрӗ
– чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхне, алă ăсталăхне, тирпейлĕхĕпе ĕçченлĕхне
сăнарлакан паллă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче
кашни çулах Чăваш тĕрри кунне паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун республикăра тĕрĕ
ăсталăхне аталантарассишĕн, çак пуянлăха анлăрах сарма, йăла-йĕркене упраса
хăварма, ламран лама пама тăрăшнă тĕрĕ ăсти Екатерина Ефремова кун çути курнă. Çак
уяв халăха чăваш тĕррисене упрама, çамрăксене тăван культурăпа тĕплĕнрех
паллашма, ăстаçăсен ĕçне малалла тăсма хавхалантарма тивĕç. Çак тĕллевпе эпир
те шкулта чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш тĕрри кунĕ ячĕпе «Чăваш тĕррин асамлăхĕ»
ятлă уяв ирттертĕмĕр. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем асамлă тĕрĕ вăрттăнлăхĕсемпе
паллашма пултарчĕç уявра. Чăваш чĕлхи вĕрентекен Петрова А.Г. ачасемпе
тĕрĕçĕсен ăсталăхĕ, тĕрĕ паллисен пĕлтерĕшĕсем, тĕсĕсем çинчен калаçу ирттерчĕ.
Ун хыççăн ачасене ăсталăх класĕсене йыхравларăмăр Кĕçĕн классенче вĕрентекенсем
Александрова Т.Ю чăваш тĕррисене хут çинче аппликаци тума, Данилова З.В. çак
тĕрĕсене сăрăсемпе сăрласа ÿкерме, Соловьева Р.В. канва çинче тĕрлеме
вĕрентрĕç. Ачасем ăсталăх класĕсенче хаваспах ĕçлерĕç. Паллах, уяв сăвă-юрăсăр
иртмерĕ. Пухăннисене 1-мĕш класра вĕренекенсем «Урам аякки кăвак çеçке» чăваш
халăх юррине юрласа савăнтарчĕç. Уява илемлетекенĕсем вара шкул çулне çитмен
ачасен ушкăнне çÿрекен пĕчĕк шăпăрлансем пулчĕç. Вĕсем чăваш такмакĕсене
кашăксем çапса янраттарчĕç. Чăваш тĕррин кунĕ ячĕпе пурне те саламлатпăр!