Вера Кузьмина 100 çул тултарнине халалланă "Чӗвӗлти чӗкеҫ"конкурс

Вера Кузьмина 100 çул тултарнине халалланă "Чӗвӗлти чӗкеҫ"конкурс

Пирӗн республикӑра  СССР халăх артистки Вера Кузьмина 100 çул тултарнине халалланă "Чӗвӗлти чӗкеҫ"конкурс иртрӗ. Вера Кузьминична - талантлă артистка  кăна мар, чăвашла хайлавсене чи лайăх вулакансенчен пĕри пулнă. Вăл Чăвашрадио эфирĕнче нумай ĕçленĕ, чăвашла куçарнă кинофильмсемпе радиоспектакльсене тĕлĕнмелле илемлĕ вуланă. Ачасем ҫак конкурса сӑвӑсем каласа видеороликсем ӳкерсе ярса пачӗҫ. Пӗтӗмпе "Чӗвӗлти чӗкеҫ" конкурса 155 ача хутшӑннӑ. Нумаях пулмасть вара конкурс ҫӗнтерӳҫисене  палӑртрӗҫ. Пирӗн шкулӑн 8-мӗш класс вӗренекенӗ Семенов Семен  «11 çултан пуçласа 14 çулччен» ӳсӗмри ачасем хушшинче II вырăн ҫӗнсе илме пултарнӑ. Çĕнтерÿçĕсене чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Чăваш драма театрĕнче иртекен Республикăри Çамрăксен пултарулăх форумне йыхрав турӗҫ.  Кунта Семен Ҫеҫпӗл Мишшин "Хурҫӑ шанчӑк" сӑввипе куракансене тепӗр хут савӑнтарчӗ. Ӑна  çĕнтерÿçĕ дипломĕпе тата чаплă парнесемпе чысларӗҫ. Семенов Семена малалла та ҫапла пултаруллӑ пулма сунатпӑр!

Прикрепленные файлы

jpg
f3d1ed57-fc4e-486d-8a67-86a9c8fcbd5b.jpg 136,64 Kb 11.11.2023
jpg
a8df6066-0fa5-4993-9a41-74451e420104.jpg 134,65 Kb 11.11.2023