Алла-аллăн тытăнса тухрĕç вăйă картине

Алла-аллăн тытăнса тухрĕç вăйă картине

          Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ - чӑваш чӗлхи кунӗ. Ҫак кун Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗшӗн чӑн-чӑн чӑвашлӑх уявӗ пулса тӑчӗ. Ир-ирех чăваш наци тумĕпе шкула килнĕ ачасем тата вĕрентекенсем линейкăна пухăнчĕç. Шкул директорĕ З.Ф. Васильева пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Уроксем хыççăн вара  шкул администрацийӗ тата Чӑваш наци конгресӗн вырӑнти уйрӑмӗ ертсе пынипе вӗрентекенсем, ачасем, вӗсен ашшĕ-амăшĕ  вӑйӑ картине пуҫтарӑнчӗҫ.  

Палӑртма кӑмӑллӑ, вӑйӑ картинчен никам та аякра тӑрса юлмарӗ. Малтанах вăййа тухнисем тĕрлĕ енчен пуçтарăнса вăйă юррине юрласа çаврăнчĕç. Çапла майĕпен карталанса, пĕрлешсе пысăк вăйă картине тăчĕç.  Шкул ҫулне ҫитмен ачасен "Шӑнкӑрав" ушкӑнӗнчи шӑпӑрлансем те паян хитре тумлӑ чӑн-чӑн чӑваш ачисем пулса ҫак вӑйӑ картинче савӑнчӗҫ. Вӑйӑра юрӑ-ташши те, такмакӗ те кӗрлерӗ. Амӑшӗсемпе пӗрле вӗрентекенсем те юрӑ шӑрантарчӗҫ. Аслӑ классенче вӗренекенсем "Ҫерем пӑсса вир акрӑм" вӑйӑ йӗркипе те савӑнтарчӗҫ.

Мӗнле илем, мӗнле ырӑ туйӑм, мӗнле хаваслӑх... Ҫакӑ йӑлтах куҫ тулли, чӗрене тытӑнлакан ырӑ йӑла пулнине уява хутшӑннӑ пур ҫын та кӑмӑлтанах палӑртрӗ. Эпир тăван чĕлхене сума сăвасси ашшĕ-амăшĕнчен килнине яланах калатпăр. Шкулта вара чăннипех те чăвашлăхпа çыхăннă уявсенче ачасен ашшĕ-амăшĕ питĕ хастар хутшăнать.  Ырă йăласене манăçа кăларманни паха вĕт! Çакнашкал уявсене хутшăнакан ача та ваттисене те хисеплет, тăван чĕлхене те сума сăвать.

Кунашкал уявсем ҫулсеренех ирттерессе шанса тулли кӑмӑлпа саланчӗ вӑййа хутшӑннӑ пур ҫын та. Эпир вара уява хутшӑнма кӑмӑл тунӑ ашшӗ-амӑшне тав тӑватпӑр, малашне те пӗрле тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлессе шанатпӑр.  Чӑваш чӗлхи ячӗпе пурте кар тӑрар, пӗрле пулар, тӑван чӗлхепех калаҫар, юрлар-ташлар, савӑнар! Хамӑр чӑваш пулнишӗн савӑнар!

Фотогалерея