«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2022» акцие ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле хутшăнтăмăр

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2022» акцие ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле хутшăнтăмăр

          Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне, Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2022» акци ирттерчĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Кăçалхи диктант валли Константин Петров ҫырнисенчен хатӗрленӗ текста суйласа илнĕ. Тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илсе Чăваш Сурăм  вăтам шкулĕнче шкул директорĕ, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ, 17 вĕренекен тата 22 ашшĕ-амăшĕ  акцие хутшăнса хăйсем чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслерĕç. Ашшӗ-амӑшӗ те ачисене тӗслӗх кӑтартса акцие хутшӑнма кӑмӑл туни питĕ савăнтарать.

Фотогалерея