Чăваш чĕлхи эрнинче чăвашла янрать тĕнче!

Чăваш чĕлхи эрнинче чăвашла янрать тĕнче!

        Чăваш чĕлхине вĕрентес, аталантарас, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркисемпе, культурипе паллаштарас тесе пирĕн шкулта нумай ĕç туса ирттереççĕ. 2022-мĕш çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 26-мĕшĕччен Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхĕн çулталăкне  тата Чăваш Республикинчи мухтавлă ентешсен  çулталăкне халалланă чăваш чĕлхипе литератури эрни пуçланчĕ.

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче уроксем хыççăн пур класра та мухтавлă ентешсене халалланă класс сехечĕсем, калаçусем иртрĕç. Ачасем  чăваш халăхне çутта кăларакан, çӗнӗ чăваш çырулăхне йӗркелесе янă И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе тата ӗçӗ-хӗлӗпе паллашрӗç. И.Я. Яковлев чăвашсене ырă çынсем пулма, ваттисене хисеплеме, хастарлă та ěçчен пулма вěрентнĕ. Чăвашсене пěр-пěрне пурнăçра пулăшса пыма, тăван чěлхене юратма, упрама каласа хăварнă. Ачасем И.Я. Яковлевăн çак сăмахĕсем паянхи кун та питĕ пысăк пěлтерěшлě пулнине палăртрĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем Яковлев калавĕсем тăрăх ÿкерчĕксен куравне йĕркелерĕç.

Çавăн пекех  «Чӑваш тӗрӗ-эрешӗ» курав йӗркелерӗмӗр. Курава хутшӑнакансем технологи тата ИЗО урокӗсенче хатӗрленӗ хӑйсен ӗçӗсемпе паллаштарма кӑмӑл турӗç. Технологи урокӗсене вӗрентекен Миронова И.И. ачасене чӑваш тӗррин илемлӗхӗпе, асамлӑхӗпе тӑрӑшсах паллаштарать, унӑн ӗç мелӗсене алла илме хӑнӑхтарать.    Тӗрӗре чăвашăн чунӗ тесе ахальтен каламаççӗ-тӗр çав. ... Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ сӑмса тутри-и вӑл е кӗпе-и – кашни хатӗрте хӑйӗн асамлӑхӗпе вӑрттӑнлӑхӗ пур. Чӑваш тӗрри ытти халӑх тӗррисенчен кӑткӑсрах, вӑл тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне уҫса парать, халӑхӑн иртнӗ кун-ҫулне сӑнлать. Ачасем  тӗрӗсен илемӗпе киленчӗҫ, хӑйсен те тӗрлеме вӗренес кӑмӑл пуррине пӗлтерчӗҫ.