Чӑваш тӗрри кунне халалласа йӗркеленӗ курав

Чӑваш тӗрри кунне халалласа йӗркеленӗ курав

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗрри кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уява халалласа Чӑваш  Сурӑм вӑтам шкулĕнче «Чӑваш тӗрӗ-эрешӗ» курав йӗркелерӗмӗр. Курава хутшӑнакансем технологи тата ИЗО урокӗсенче хатӗрленӗ хӑйсен ӗçӗсемпе паллаштарма кӑмӑл турӗç. Технологи урокӗсене вӗрентекен Миронова И.И. ачасене чӑваш тӗррин илемлӗхӗпе, асамлӑхӗпе тӑрӑшсах паллаштарать, унӑн ӗç мелӗсене алла илме хӑнӑхтарать.              Тӗрӗре чăвашăн чунӗ тесе ахальтен каламаççӗ-тӗр çав. ... Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ сӑмса тутри-и вӑл е кӗпе-и – кашни хатӗрте хӑйӗн асамлӑхӗпе вӑрттӑнлӑхӗ пур. Чӑваш тӗрри ытти халӑх тӗррисенчен кӑткӑсрах, вӑл тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне уҫса парать, халӑхӑн иртнӗ кун-ҫулне сӑнлать. Ачасем  тӗрӗсен илемӗпе киленчӗҫ, хӑйсен те тӗрлеме вӗренес кӑмӑл пуррине пӗлтерчӗҫ.