Васильева Дарья - республика тапхăрĕн «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕн çĕнтерÿçи

           2021 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 20-мĕшĕччен «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăх конкурсĕн республика тапхăрĕ иртрĕ. Конкурса ачасене хăйсем чăваш пулнине кăтартма, чăваш чĕлхине тата лайăхрах пĕлме пулăшас, вĕсен  монолог тата диалог формипе чăвашла калаçас ăсталăхне туптас, халăх умĕнче калаçас хăнăхăвне аталантарас тĕллевпе ирттереççĕ.

Çак конкурса хутшăнса  районта е хулара малти вырăна тухнă ачасен калаçăвне 3-5 минутлăх видео евĕр ÿкерсе илмелле те ăна yandex е mail тÿлевсĕр усравлăха (бесплатное облачное хранилище на yandex или mail) вырнаçтармалла пулнă.

Конкурсăн юлашки тапхăрне район шайĕнче çĕнтернĕ 5-6-мĕш классенче вĕренекен чи маттур, пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ те уçă кăмăллă 34 ача хутшăннă.

Конкурса хутшăнакансем «Тăван чĕлхе – пуянлăх», «Чăваш çĕрĕ, пурăн ĕмĕр», «Туслăх ĕçре палăрать», «Мĕн вăл илемлĕх?» темăсемпе калаçнă видеоматериалсем ярса панă. Жюри видеокалаçусене пăхса тухса конкурсăн çĕнтерÿçисемпе призёрĕсене палăртнă. Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн 6-мĕш класĕнче вĕренекен Васильева Дарья «Мĕн вăл илемлĕх?» темăпа видеокалаçу йĕркелесе çак конкурса хутшăннă, çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултарнă. Эпир пултаруллă хĕр ачана тата унăн ертÿçине, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Петрова А.Г. чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма сунатпăр!