Пĕтĕм чăваш диктанчĕ çыртăмăр

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче 13 сехетре чăвашсем пурăнакан пур вырăнта та «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ. Кăçал Пĕтĕм чăваш диктантне 9-мĕш хут çыртăмăр.  Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче аслă классенче вĕренекен 15 ача хаваспах хăйсем чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслес терĕç. Чăваш наци радиовĕпе Ирина Лампасова журналист вулакан чăваш çырулăхне тунăранпа 150 çул çитнине халалланă Юхма Мишшин «Ылтăн кĕнеке» тексчĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне уçса паракан, И.Я. Яковлевăн сумлă ĕçне палăртакан йĕркесем ачасен асĕнче чылайлăха юласса пĕрре те иккĕленместпĕр.

Диктант пĕтĕмлетĕвĕсем çакăн пек: 33% - «5» паллă, 53 % - «4» паллă, 13% - «3» паллă, «2» паллă илнисем çук.

Çĕр пин сăмах çĕр-шывĕнче малашне те калаçăпăр та çырăпăр чăвашлах! Тăван чĕлхе нумай-нумай çул пурăнĕ!