Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалласа ашшĕ-амăшĕпе ачасен пĕрлехи пысăк уявĕ иртрĕ

Л. Мартьянова сăввинчи çак йĕркесем Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалласа ирттернĕ анлă та пысăк уява тивĕçлипех хаклама май параççĕ. Çак кун шкулта кунĕпех чăваш сăмахĕ янăрарĕ. Хитре чăваш тумĕсем тăхăннă ачасем, вĕрентекенсем, шкул çулне çитмен ушкăна çÿрекен пĕчĕк шăпăрлансем тата ачасен ашшĕ-амăшĕ пĕрле пуçтăранса чăвашлăха аталантарма, тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕпе сумне ÿстерме май паракан пысăк уяв туса ирттерме пултарчĕç.

Уява пуçтарăннă ашшĕ-амăшне чи малтанах шкул директорĕ Васильева З. Ф. Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕ, ку тĕлĕшпе шкулта мĕнле ĕçсем туса пыни çинчен кĕскен каласа пачĕ. Шкул тата ашшĕ-амăшĕ çак тĕлĕшпе пĕрле ĕçлемеллине палăртрĕ.

            Уяв кунне чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Петрова А.Г. ашшĕ-амăшпе ирттернĕ чăваш чĕлхи урокĕнчен пуçларĕ. Вăл вĕсемпе «Чĕлхе – халăх пуянлăхĕ» ятлă темăпа урок ирттерчĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: уява ачасен ашшĕ-амăшĕ кăна мар, асламăшĕсемпе кукамăшĕсем те килнĕ. Пурте вĕсем чăваш чĕлхи урокне савăнсах пуçтарăнчĕç, вĕрентекен сĕннĕ тĕрлĕ ĕçе те кăмăлпах пурнăçларĕç. Чăваш чĕлхипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене уçса пама тăрăшрĕç, пур ĕçе те кăсăклансах турĕç. Вĕрентекен вĕсен чĕри патне тăван чăваш чĕлхине юратмалла, хисеплемелле, чи кирли, ачасене килте чăвашла калаçса ÿстермелле текен шухăша çитерме тăрăшрĕ. Урокăн тĕп тĕллевĕ шăпах çакă пулчĕ. Ашшĕ-амăшĕ урок килĕшнине, усăллă пулнине палăртрĕç, малашне те пĕрле ĕçлеме, ачисене килте чăвашла калаçма шантарчĕç.

Урок пĕтнĕ хыççăн уяв малалла тăсăлчĕ. Малтанах пуçтарăннă ашшĕ-амăшне шкул çумĕнчи «Шăнкăрав» ушкăна çÿрекен шкул çулне çитмен шăпăрлансем тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем чăвашла юмахсем кăтартса савăнтарчĕç. Ун хыççăн «Тăван чĕлхе -анне чĕлхи» ятпа уяв концерчĕ пуçланчĕ. Ăна 11-мĕш класра вĕренекен Миронова М., Данилов Максим тата 5-мĕш класс вĕренекенĕ Васильева Дарья маттур пычĕç.  Концертра чăвашла юрă-сăвă, ташă-кĕвĕ янăрарĕ. Кĕçĕн классенчи ачасем те, аслă класссенче вĕренекенсем те чăваш чěлхи епле илемлĕ те асамлă пулнине хăйсен янăравлă сăввисемпе, юррисемпе, ташшисемпе кăтартса пачĕç.  Ачисем çапла пултаруллă пулнине ашшĕсемпе амăшĕсем, паллах, питĕ савăнса пăхса ларчĕç, вĕсене алă çупса хавхалантарсах тăчĕç.

Ашшĕ-амăшĕ те ачисенчен пĕрре те кая юлмарĕç. Вĕсем сцена çине тухса К.Ивановăн «Нарспи» поэминчи «Силпи ялĕнче» сыпăка пĕр-пĕрин хыççăн пăхмасăр каласа пачĕç, пурин кăмăлне те тыткăна илме пултарчĕç.  Çапла майпа республикăра иртекен «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акцие хастар хутшăннине çирĕплетрĕç.

            Уяв кунĕ кунпа та вĕçленмерĕ-ха. Концерт хыççăн ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем пĕрле классене пуçтарăнчĕç. Кунта вĕсем чăваш апат-çимĕçĕн сĕтелĕсене хатĕрленĕ. Кашни класра ашшĕ-амăшĕ ачисемпе пĕрле хуплу, кукăль, хуран кукли, чăкăт, çĕр улми тата ытти чăваш апат-çимĕçĕпе тулли сĕтелсем хушшине ларса кăмăлтанах сăйланчĕç.

Тăван чĕлхене халалланă уяв пурне те килĕшрĕ, савăнăç, хавхалану кÿчĕ. Çĕр çинчи пин-пин чĕлхе йышĕнче тăван чĕлхе чи хакли шутланать. Шкул, ашшĕ-амăшĕ тата чăваш чĕлхи аталанăвĕ пĕр çыхăнура пулса малашне те пĕрле çапла ĕçлени усăллă пулассине эпир шанатпăр, ĕненетпĕр, ку тĕлĕшпе малашне те хастаррăн ĕçлеме тăрăшатпăр.