«Тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсем» квест вăйă ачасене тăван чĕлхе тата Чăваш çĕрĕ çинчен ытларах пĕлме пулăшрĕ

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче пуçланнă чăваш чĕлхи эрни шкулта тухăçлă, ăнăçлă, ачасемшĕн кăсăклă иртет. Паян, ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче, «Тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсем» ятпа квест вăйă иртрĕ.  Вăййа хутшăнаканĕсем 5-9-мĕш классенче вĕренекенсем пулчĕç. Вĕсем ушкăнсем йĕркелесе тĕрлĕ станцисем тăрăх çÿрерĕç, ушкăнпа ĕçлес хăнăхăвне, хăйсен тавра курăм пуянлăхне, тавçăрулăх хăвăртлăхне тĕрĕслерĕç.

Пĕтĕмĕшле ушкăнсенчи ачасем 6 станци витĕр тухрĕç, вĕсенче тĕрлĕ ĕç туса ăмăртрĕç. Вĕсен ĕçĕсене хаклаканĕсем, станцисенче йышăнаканĕсем 11-мĕш класра вĕренекенсем пулчĕç. «Улăп çĕр-шывĕ» станцире ачасем Чăваш çĕр-шывĕ тата унăн паллă çыннисем çинчен аса илчĕç. «Чăваш алфавичĕ» станцире алфавитри сас палллисене лайăх пĕлни вĕсене вăрттăн çырăва вулама пулăшрĕ. «Ваттисен сăмахĕсем» станцире вара хăш ушкăнри ачасем ваттисен сăмахĕсене лайăхрах пĕлни курăнчĕ. «Çамрăк чĕлхеçĕсем» станци вĕренекенсем чăваш чĕлхи ыйтăвĕсене мĕнле пĕлнине кăтартса пачĕ. «Çамрăк сăвăçсем» станцире ушкăнсенчи ачасем сăвă çырас ăсталăха туптарĕç. «Çамрăк артистсем» станцире вара хăвăрткаларăшсене хăшĕ лайăхрах калама пултарнине тĕрĕслерĕç.

            «Тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсем» квест вăйă ачасемшĕн чăннипех кăсăкла иртрĕ. Пур станцие те вĕсем ăнăçлă тухрĕç, ĕçсене тăрăшса турĕç, Чăваш çĕре çинчен, тăван челхе çинчен сахал мар пĕлнине, унăн чаплă çыннисемпе мухтаннине кăтартса пачĕç. Квест вăйăра çĕнтерекенĕсем 9-мĕш класс вĕренекенĕсем пулса тăчĕç. 2-мĕш вырăна 8-мĕш класс вĕренекенĕсем тивĕçрĕç. 3-мĕш вырăна пĕр пек баллсем пухса 7-мĕш тата 5-мĕш класс вĕренекенĕсем пайларĕç.

Чӑваш чĕлхи эрни малалла тăсăлать. Вăл пуриншӗн те усӑллӑ, тухӑҫлӑ иртессе шанас килет. Ӑнӑҫу сире, хаклӑ ачасем!