Астăвăм капсулине Чăваш Сурăм шкулĕнче упрама парса хăварчĕç...

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ахрăмĕ çулсем иртсен те хăйĕн çинчен аса илтерсех тăрать. Хыпарсăр çухалнă салтаксем, ятсăр вил тăприсем... Шел пулин те, кашни ята, кашни пулăма уçăмлатса çитереймен-ха паян эпир. Тен, çавăнпах вăрçă чарăннăранпа 75 çул иртрĕ пулин те шырав ĕçĕсем чарăнмаççĕ. Тĕрĕссипе, шăпах вĕсем вăрçă историйĕнчи шурă страницăсене çырма пулăшаççĕ.

Февралĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче иртнĕ хăйне евĕрлĕ тĕлпулура калаçу шăпах шырав отрячĕсем çинчен пычĕ те. Кунта Шупашкар хулинчи 37-мĕш №-лĕ шкулти вĕренекенсем килсе çитрĕç, вĕсем «Чапаевец» тата «Обелиск» шырав отрячĕсене хутшăнаççĕ. Çавăн пекех мероприятие район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Петр Павлов, Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков, Чăваш Республикинчи Çарпа тинĕс флочĕн ветеранĕсен Пĕрлĕхĕн председателĕ Владимир Крюковский тата пирĕн ентеш – Чăваш Республикинчи Раççей ДОСААФĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Сергей Степанов хутшăнчĕç.

Хăнасем шкулти çамрăк армеецсемпе тата кадетсемпе тĕл пулчĕç, хăйсем шырав ĕçĕсене хутшăнни çинчен каласа пачĕç. Владимир Крюковский 25-мĕш стрелковăй Чапаев дивизийĕн Севастополь хулишĕн пынă юлашки çапăçăвĕ пулнă вырăнта шырав ĕçĕсем ирттерни çинчен каласа пани ачасемшĕн уйрăмах интереслĕ пулчĕ. «Истори тĕрĕслĕхне сыхласа хăварасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çакă чăннипе те патшалăх пĕлтерĕшлĕ ĕç пулса тăрать. Шыравçăсем çак тĕрĕслĕхе тĕкĕнсе пăхаççĕ: шыраса тупаççĕ, кайран пире тавăрса параççĕ», - тесе пĕлтерчĕ Чăваш Республикинчи Çарпа тинĕс флочĕн ветеранĕсен Пĕрлĕхĕн председателĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче ачасем 25-мĕш Чапаев дивизийĕн паттăр салтакĕсен паттăрлăхĕ çинчен тарăнрах пĕлме пултарчĕç.

Çамрăк шыравçăсем Севастополь хулишĕн пынă хаяр çапăçусем пулнă вырăнсенчен сăваплă çĕре Чăваш Ене илсе килнĕ. Çак çĕре вырнаçтарнă астăвăм капсулине Чăваш Сурăм шкулĕнче упрама парса хăварчĕç.

Владимир Казаков çар комиссарĕ тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Петр Павлов хăнасене тав турĕç, вăрçă вăхăтĕнче пуç хунă салтаксен паттăрла ячĕсене тавăрма пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. 

 

Зоя ВАСИЛЬЕВА,

шкул директорĕ.