Паян шкул автобусĕ пуянлăха палăртмасть-ха, çирĕп пĕлÿ илме май паракан транспорт шутланать. Çĕнĕ çул тĕлне районти шкул автобусĕсен паркĕ тепĕр транспортпа пуянланчĕ. 2020 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри ытти ял-салари вĕренÿ учрежденийĕсемпе пĕрлех Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкула та ачасене пĕлÿ çуртне турттаракан 15 вырăнлă «Next» Газель уççине панă. Вĕренÿ учрежденийĕн администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, ятарлă автотранспорт Мăн Шĕвĕш, Мартынкасси, Тури Хурасан тата Янăш ялĕсенче пурăнакан вĕренекенсене илсе çитерет.
Районти 12 шкулта паян пĕтĕмпе 18 автобус шутланать. Вĕсем кулленех 37 маршрутпа çула тухаççĕ, 700 ытла ачана вĕренÿ учрежденине илсе çитереççĕ, уроксем вĕçленнĕ хыççăн килĕсене леçеççĕ. Çавăн пекех ятарлă автотранспорт çитĕнекен ăрăва спорт тата ытти мероприятисене хутшăнма та май парать. Иртнĕ çул Элĕк тăрăхĕнчи шкулсенчи 2011 çулта кăларнă икĕ автотранспорта çĕнетнĕ, август уйăхĕнче Питĕшкассинчи вĕренÿ учрежденине, çулталăк вĕçĕнче Чăваш Сурăмне шкул автобусĕсем килнĕ.