Кадетсем - çăлавçăсен ретĕнче

Темиçе ĕмĕр хушшинче Раççейре патшасем те, Правительство та, патшалăх тытăмĕ те пĕрре мар улшăннă. Унпа килĕшÿллĕн вара çар присягин сăмахĕсене те темиçе те ылмаштарнă. Анчах та кирек хăш тĕслĕхĕнче те унăн шухăшĕ çав-çавах юлнă,  вăл çĕршыва парăнса тăнине палăртнă, палăртать те.

Шкул тумĕ вырăнне тĕттĕм кăвак кадет тумĕ, пилотка. Иртнĕ кĕçнерникун Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта вĕренекен 15 ача, 9 арçын ачапа 6 хĕрача, кадет присягине тытрĕç. Икĕ сехетлĕхе вĕренÿ учрежденийĕн спорт залĕ хăйне евĕрлĕ çар çыннисен лапамне çаврăнчĕ. Çарти пекех çирĕплĕх сисĕнет. Курма килнĕ тĕрлĕ класра вĕренекенсем тахçанах вырăн йышăннă ĕнтĕ. Вĕсен умĕнче аслă ÿсĕмрисем, тивĕçлĕ канăва тухнă педагогика ĕçĕн ветеранĕсем тата пулас кадетсен аслашшĕ-асламăшĕ. Чи малти ретсене вара амăшĕсене валли уйăрнă. Пулас кадетсене хавхалантарма ашшĕсем килнине те палăртма кăмăллă.

Уяв мероприятине аслисем, «Юнармия» юхăма кĕнĕ ачасем, уçаççĕ. Ун хыççăн тăххăрмĕш тата саккăрмĕш класс кадечĕсем çирĕппĕн утса кĕреççĕ. Вĕсем хыççăн - паян кадет йышне тăракансем. Якатса илемлетнĕ тум кашнин çинчех типтерлĕ, уринчи пушмакĕсем те çап-çутах - хăйсем çине тимлĕх уйăрма вĕрентнĕ вĕсене. Кунпа пĕрлех стройпа утма та хăнăхнă вĕсем. Малашлăхра вара кунпа çеç çырлахма тивмĕ-ха кадетсен. Шкул предмечĕсене шĕкĕлченипе пĕрлех çар енĕпе хушма пĕлÿ те илĕç, уроксем хыççăн Раççей историне тарăнраххăн шĕкĕлчĕç. 

Çакна палăртмалла, асăннă шкулти икĕ кадет класĕ пограничниксен юхăмĕпе çыхăннă пулсан, улттăмĕшсем пушарпа çăлав енĕпе хăйсен çул-йĕрне суйланă.

Çавăнпа та вĕсене саламлама тата присяга йышăнма Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин  Чăваш Республикинчи управленийĕн начальникĕнĕн çумĕ, гражданла хÿтĕлев управленийĕн ертÿçи Юрий Антонов полковник килнĕ.

Муркаш тата Элĕк районĕсенчи çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков та çак мероприятирен аякра тăрса юлма пултарайман. Шăп та шай вĕренекенсем вĕсем умĕнче кадет присягинче çырнă сăмахсене вуларĕç те. Çак самантра амăшĕсен анчах мар, вĕрентекенсен те куçĕсем шывланчĕç, вĕренекенсем шухăша кайрĕç. Ара, çавăн пек пулмалла та ĕнтĕ, çар присягинчи кашни сăмах чĕрене витермелле, шухăша ямалла.

 Кадетсен йышне тăнă вĕренекенсене малтанах шкул директорĕ Зоя Васильева саламларĕ. Шкул, класс ятне çÿллĕ шайра тытса пыма сĕнчĕ.

- Паянтан эсир чăн-чăн кадетсем. Çакă вара сирĕн яваплăха темиçе хут ÿстерет. Сирĕн кирек хăçан та, кирек епле лару-тăрура та пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулмалла, пур енлĕн палăрмалла. Хастарлăхăр, пултарулăхăр нихăçан та ан иксĕлтĕр. Малашлăхра эсир тĕрлĕ шайри мероприятире пуçарулăхпа палăрасса шанатăп. Хăш-пĕрне çакă ÿсерехпе пурнăçри çул-йĕре те суйлама пулăшасса иккĕленместĕп, - сăмах илнĕ май палăртрĕ район пуçлăхĕ Эдикт Волков.

Шупашкар хăни çамрăк çăлавçăсен кадет юхăмĕ ялти шкулта та йĕркеленнишĕн савăннине пĕлтерчĕ. Кадетсене тивĕçлĕ пĕлÿ илме пулăшас тĕлĕшпе методика пулăшăвĕ пама хатĕррине палăртрĕ. Пушарпа çăлав службин профессийĕпе çывăхрах паллаштарас тĕллевпе Шупашкара экскурсие те чĕнчĕ Юрий Антонов. Кашни кадета ятран ăнăçу сунса алă парса тухрĕ.

Кадетсен йышне кĕнĕ вĕренекенсенчен хăшĕ-пĕри ÿсерехпе çар çыннин профессине суйласа илес шанчăк пуррине те пытармарĕ-ха вĕренекенсене саламланă май Владимир Казаков.  Ачасене - ăнăçу, ашшĕ-амăшне тÿсĕмлĕхпе юрату сунчĕ, вĕрентекенсене вара çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕренÿ пайĕн начальникĕ Петр Павлов кадетсене яланах пĕрремĕшсен йышĕнче пулма сĕнчĕ, Чăваш Республикин Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Тĕп Управленине çак ĕçе хутшăнма кăмăл тунăшăн тав турĕ. «Росгосстрах» страхлав кампанийĕн Элĕкри уйрăмĕпе вĕренÿ учрежденийĕ ачасен пурнăçне страхлассипе тахçанах çирĕп çыхăну йĕркелеме ĕлкĕрнĕ. Çавăнпа та кун йышши мероприятирен шанчăклă партнер та аякра тăрса юлма пултарайман. Альбина Павлова начальник шкула вĕренÿре усă курма тĕрлĕ тĕслĕ принтер парнелерĕ, улттăмĕшсене - пылак кучченеçпе сăйларĕ.

«Çамрăк çăлавçăсем» пухăннисем умĕнче парăмра юлма шутламарĕç. Çарти пекех тĕрлĕ хусканусем туса кăтартрĕç, бал ташшине парнелерĕç.

 

Эльвира КУЗЬМИНА.