Пултаруллă вĕренекенсене çитĕнÿсемпе саламлатпăр!

Кăçал, чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче, чăваш поэзийĕн паллă классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитет. Çак паллă куна халалласа чӳк уйӑхӗн 13-мĕшĕнче  Элĕк  шкулĕнче Çеçпĕл сăввисене илемлӗ вулакансен конкурсӗ иртрӗ.

Унта Элĕк районӗн шкулӗсенчи 7–11 классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Вунă шкултан пуҫтарӑннӑ 20 вӗренекен хӑйсен сӑвӑ вулас ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗ. Юратнӑ поэтӑмӑра чысласа ирттерекен уява районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Иванова Г.И. уҫрӗ. Вӑл ачасене уяв ячӗпе саламларӗ, конкурсӑн тӗллевӗпе, кун йӗркипе паллаштарчӗ. Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллашнӑ хыҫҫӑн сӑвӑ вулакансен конкурсӗ пуҫланчӗ.

 Жюри членĕсем ачасен пултарулӑхне 3 ӳсӗмпе хакларӗç: пӗрремӗш ӳсӗмрисем – 5-6 классем, иккĕмĕш ÿсĕмрисем - 7–8 классем, виççӗмӗш ӳсӗмрисем — 9–11 классем. Уҫҫӑн та кӑмӑллӑн янӑрарӗҫ кӑвар чӗреллӗ поэтӑн ҫулӑмлӑ сӑввисем. Пӗринчен тепри илемлӗрех вулаҫҫӗ ачасем. Пӗрре ҫӳҫенсе илетӗн, тепре хумханса каятӑн… Ҫеҫпӗл сӑввисене урӑхла итлеме май та ҫук. Ун сӑввисенче — чӑваш халӑхӗн ӗлӗкхи пурнӑҫӗ, шухӑш-кӑмӑлӗ, терчӗ-асапӗ, малашлӑха туртӑнни, ҫутӑ пуласлӑха шанни. Ҫеҫпӗл Мишшин шухӑш-ӗмӗтне, чун-чӗри ыратӑвне, хӗпӗртӳ-савӑнӑҫне унӑн сӑввисем урлӑ итлекенсем патне ҫитерме тӑрӑшрӗҫ ачасем.

Чăваш Сурăм шкулĕнчен конкурса килнĕ 6-мĕш класра вĕренекен Тихонова С. «Инçе çинçе уйра уяр…», 8-мĕш класри Игнатьева А. «Йывăр шухăшсем», 9-мĕш класри Тихонов А. «Катаран каç килсен…» сăвăсене вуласа пурин чун-чĕрине те тыткăнлама та хускатма пултарчĕç. Çакна жюри членĕсем те тивĕçлипех ĕнентерсе пачĕç, мĕншĕн тесен кашни 3 ÿсĕмри ачасем хушшинче пирĕн шкул вĕренекенĕсене çитекен никам та пулаймарĕ, пурте вĕсем хăйсен ÿсĕмĕнчи сăвă вулакансем хушшинче 1-мĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç.

Сăвă çыракансем те ÿсĕмсемпе савăнтарма пултарчĕç. 8-мĕш класра вĕренекен Афанасьева Э. конкурса «Утатпăр Çеçпĕл çулĕпе» сăвăпа хутшăнса 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. 6-мĕш класри Тихонова Светланăн «Чăвашла» ятлă сăвви вара 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине верентекен Петрова А. Г. та маттурлăхпа палăрчĕ. Вĕрентекенсем хушшинче вăл çырнă «Çеçпĕл кăвайчĕ» сăвă та -1-мĕш вырăнтах.

Пултаруллă вĕренекенсене çитĕнÿсемпе саламлатпăр! Çеçпĕл Мишши: «Хастарлă, хыт утăмлă пулăр, çĕр-шывăн хастар ачисем, вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр, ан юлăр кун-çул уттинчен!» - тесе çамрăксене чĕнсе каланине, чăнах та, пурнăçлама хатĕр пулнине ĕнентерсе пачĕç пирĕн шкул ачисем. Малашне те çакăн пек пултаруллă та хастар пулма сунатпăр  вĕсене!