Яланах янратăр тăван чĕлхе, чăваш чĕлхи!

           ФОТОРЕПОРТАЖ

            Пирĕн тăван чĕлхе — чăваш чĕлхи. Вăл халăхăн ĕмĕр сỹнми ăс-тăн чечекĕ. Эпир мĕн пĕчĕкрен чăвашла калаçса ỹсетпĕр. Чăваш чĕлхи — атте-анне чĕлхи. Тăван чĕлхе — чи çепĕç те илемлĕ чĕлхе, чи пахи, чун уççи. Мĕн тери илĕртỹллĕн янăрать вăл! Пирĕн хамăрăн тăван чĕлхепе яланах мухтанмалла, ăна упрама тăрăшмалла. И.Я.Яковлев çуралнă кун, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чăваш халăхĕ Чăваш чĕлхи кунне паллă тăвать.

            Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче пирĕн шкулта Чăваш чĕлхи кунне, çавăн пекех Аслă вĕрентекенĕмĕр, И.Я.Яковлев çуралнăранпа 171 çул çитнине халалласа «Ялан янра, чăваш чĕлхи!» хаваслă уяв иртрĕ. Ăна чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упраса хăварас тĕллевпе вăйă картипе уçрĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» юрăпа зала илемлĕн утса кĕрсен пурин те чунĕсем хăпартланса кайни тÿрех курăнчĕ.  Ачасем тăван чăваш чĕлхи пирки çырнă сăвăсене вуларĕç, хăйсен янăравлă та уçă сассисемпе чăваш чĕлхи питĕ пуян та çепĕç, асамлă пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Çавăн пекех вĕсем халăх юррисене шăрантарса, чăваш ташши ташласа пухăннисен кăмăлĕсене уçрĕç. И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх йĕркеленĕ сценкăсене кăтартса пачĕç.

            Уява ертсе пыракансем программа тăршшĕпех халăхăн йăхран-йăха куçса пыракан йăли-йĕркисемпе, унăн пуянлăхĕпе, чăваш çыннисем валли çырнă И.Я.Яковлев халалĕпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех вĕсем Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн кун-çулĕ çинче те чарăнса тăчĕç. Уява пĕтĕмлетнĕ май чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Петрова А.Г. çитĕнсе пыракан ăрăва аслă вĕрентекенĕмĕрĕн И.Я.Яковлевăн ĕçне малалла та илсе пымаллине, чăваш чĕлхине — тăван чĕлхене — юратмаллине, ăна аталантармаллине аса илтерчĕ. «Ăруран ăрăва куçса пыракан авалхи чăваш чĕлхи тата та çỹле çĕклентĕр, хăйĕн янăравĕпе яланах ыттисене тивĕçлипе тыткăнлатăр», — терĕ вăл.  

            Уяв каçĕ пурне те килĕшрĕ.