Юратнă аннесен ячĕпе - кадетсен балĕ

Иртнĕ эрнекун Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкул вăхăтлăха асамлăх тĕнчине çаврăнчĕ тейĕн. Вĕренÿ учрежденийĕн коридорĕсемпе каллĕ-маллĕ утакан кадет тумĕллĕ арçын ачасемпе бал кĕпине тăхăннă хĕрсем иртнĕ ĕмĕре, патша тапхăрне тавăрчĕç тейĕн. Кĕçĕн классенче пĕлÿ илекенсем те аслисенчен юлма шутламан. Арçын ачасем çинче хура е сăрă костюмсем пулсан, пĕчĕк чиперккесем çинче куçа тыткăнлакан илемлĕ кĕпесем.

Ытти чухне шкул этикетне пăхăнса костюмсемпе çÿрекен педагогсем уяв кунĕнче юмахри асамçă хĕре аса илтерчĕç. Каçхи вăрăм кĕпеллĕ, çÿçе илемлетнĕ вĕрентекенсене пĕтĕм тавралăха юмах тĕнчине çавăрма асамлă патак çеç çитмест тейĕн. Уяв хăнисем, амăшĕсем те, илĕртÿллĕ кĕпесемпеччĕ. Пуçласа кадетсен балне ирттерекен уява Чăвашсурăмсем кÿршĕллĕ Вăрнар районĕнчи Калининăри кадетсене те чĕннĕ-ха. Вĕсем те çак уява тивĕçлипех хатĕрленсе килнĕ.

 Кĕçех çĕр çинчи чи хаклă çыннăмăрсене халалланă юрă-çемĕ янраса каять. Асăннă кĕвĕ çеммипе малтанах «Юноармия» юхăма çÿрекен ачасем тĕрлĕ тĕслĕ ялавсемпе шкул спорт залне утса кĕреççĕ. Вĕсем хыççăнах кадет, аслăрах классенче пĕлÿ илекенсем тĕрлĕ хăнăхтару туса кăтартаççĕ. Юлашкинчен вара чи пĕчĕккисем хăйсен вырăнĕсене йышăнаççĕ.

Кадетсен балне килнисене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ - вĕренÿ, культура, çамрăксен политикин, опекăпа попечительство тата спорт пайĕн начальникĕ Петр Павлов, Муркаш тата Элĕк районĕсенчи çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков,  республикăри «Пограничниксен пĕрлĕхĕ» обществăлла организацин председателĕ Анатолий Шорников, асăннă пĕрлĕхĕн председателĕн çумĕ Сергей Андреев, район администрацийĕн çамрăксем енĕпе ĕçлекен ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Татьяна Гордеева, Калининăри вăтам шкул директорĕ Татьяна  Ефимова саламларĕç.

-  Хореографи - кадетсен вĕренÿ программин уйрăлса тăман пайĕ. Çак бал вара кадетсене анчах мар, ытти вĕренекенсене те хăйсене кăтартма, çак ăсталăха мĕнле алла илнине палăртма май парать. Хĕрачасемпе арçын ачасем хушшинчи хутшăнусене çирĕплетет, Калининăран килнĕ кадетсемпе çыхăну йĕркелеме май парать, - уява уçнă май палăртрĕ шкул директорĕ Зоя Васильева. Амă- шĕсене уяв ячĕпе саламларĕ.

Ун хыççăн аннесене халалланă тĕрлĕ кĕвĕ çеммипе малтанах кадет класĕсем, унтан ытти вĕренекенсем Паллашу вальс-не, Полонез, Вальс, Кадетсен полькине, Мазурка ташларĕç. Аслă классенче вĕренекенсемпе кадетсем хусканусене çăмăллăн турĕç, хĕрсем шурă акăш евĕр шурĕç. Кĕçĕн классенче пĕлÿ илекен ачасен ташшисем те пухăннисене тыткăнларĕç. Апла пулин те вĕсен хусканăвĕсенче шикленни, именни палăрчĕ, кĕвĕ çеммипе çаврăм хыççăн çаврăм тунă чухне куç айккипе амăшĕсене сăнарĕç.

Чăваш Сурăмĕнчи  вĕренекенсем хыççăн Калининăри вăтам шкулта пĕлÿ илекен кадетсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Çулсеренех республикăри тĕрлĕ мероприятире палăракан ачасенчен вĕренмелли пурах-ха. Ку чухне вĕрентекенсене те аслă классенче вĕренекенсем ташша чĕнчĕç. Вĕсем вальс çеммипе куçа тыткăнламалла çаврăм хыççăн çаврăм турĕç. 

Анатолий Борисович тата Сергей Юрьевич «Пограничниксен пĕрлĕхĕ» организаци ячĕпе кадет класĕсенче пĕлÿ илекен ачасен ашшĕ-амăшне çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçе хастар хутшăннăшăн Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Мăн Шĕвĕшри Татьяна Тихоновăна вара Тав хучĕ пачĕç. Тихоновсен икĕ ачи кадет класĕсенче ăс пухаççĕ. Вĕренÿре хастарлăхпа палăраççĕ. Сăмах май, саккăрмĕшĕнче вĕренекен Александр Тихонов  хăйне евĕрлĕ парнене те тивĕçрĕ. Çавăн пекех çак шкулта кадет юхăмне аталантаракан, физкультура урокĕсене ертсе пыракан Константин Громова уйрăмах тав сăмахĕ каларĕç.

 Шкул администрацийĕ  те ашшĕ-амăшне ачасен аталанăвне сахал мар тÿпе хывнăшăн тав туса малалла та пĕрле тачă çыхăнса ĕçлессине шаннине пĕлтерчĕ. Чăваш Сурăмĕнчи кадетсем вара Калининăри тантăшĕсене валли пылак кучченеçсем хатĕрленĕ.

Татьяна Павловна Элĕксене тараватлăхшăн тав туса хăйсем патне пырса курма сĕнчĕ, малашне те кадет юхăмне аталантарас ĕçре пĕрле тачă çыхăнса ĕçлессине пĕлтерчĕ.

Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ-ха.  Ăна тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттерес ĕçре вара пурин те сахал мар тар тăкма тивнĕ. Репетици çине репетици ирттернĕ. Аслăрах классенче вĕренекенсенчен хăшĕ-пĕри патша саманинчи балсене сăнлакан илемлĕ фильмсене те пăхнă. Педагогсем те уроксем хыççăн ташă вăрттăнлăхĕсене «шĕкĕлченĕ». Ку ĕçре вара уйрăмах Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕрентекенĕн Лилия Ефимовăн тÿпи пысăк.

 

Эльвира КУЗЬМИНА.