Манăн чĕлхе - манăн тĕнче…

Эпĕ - вĕрентекен. Кам-ха вăл вĕрентекен? Мĕнле хуравлама пулать çак ыйтăва? Хамăра вĕрентекен тетпĕр пулсан, мĕн вĕрентетпĕр, кама вĕрентетпĕр-ши эпир?

Пĕрре шутласан, ку ыйтăва хуравлама пĕрре те йывăр мар. Пĕрисемшĕн вĕрентекен - урока ертсе пыракан, теприсемшĕн - иккĕмĕш анне, виççĕмĕшĕсемшĕн вара - пурнăç çулне кăтартса яракан. Кашни ача, кашни çын хăйне валли вĕрентекен камне хăех палăртать. Пĕрремĕш хут шкул партти хушшине кĕрсе ларакан ачасемшĕн вăл, паллах, иккĕмĕш анне пекех. Анчах ачасем ÿссе пыраççĕ. Çавна май педагог вĕренекенсене пурнăç çулĕ çине тăма пулăшăкан çын пулса тăрать. Шкул манăн иккĕмĕш кил, тăван кил пулса тăчĕ. Вăл маншăн хăйне евĕр тĕлĕнмелле тĕнче, кунта пĕр кунĕ те пĕр пек мар. Ку тĕнчери кашни кун манăн пурнăçа мĕн те пулин çĕннине, кăсăклине илсе кĕрет. Килсе кĕрет те çак çĕнĕ кун çил пек хăвăртлăхпа иртсе те каять. Кунта тунсăхлама та, вăхăта ахаль ирттерме те май çук пек туйăнать. Яланах васкамалла, ĕлкĕрмелле, ачасемшĕн интереслĕ çын пулмалла, вĕсене хăвăн хăватна, хастарлăхна, пултарулăхна, ăс-тăнна пама тăрăшмалла. Унсăрăн эсĕ ачасемшĕн вĕрентекен пулаймăн. Тăван чĕлхене вĕрентекенĕн тата ачасене çак чĕлхене юратма вĕрентмелле, çакăн çинчен нихăçан та  манса каймалла мар.

Хăшĕ-пĕри шутланă пек, тен, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн малашлăхĕ çутах та мар пулĕ. Эпир, тен, ют чĕлхесене вĕрентекенсем пек, урăх çĕршывсене те кайса кураймастпăр пулĕ. Маншăн вара чăваш чĕлхинчен хакли, пахи, чаплăраххи урăх нимĕнле чĕлхе те çук. Тăван халăх чунĕ унăн тăван чĕлхинче палăрмалла-çке-ха. Эпир хамăр тăван чĕлхепе çеç хамăра мĕн кирлине, пирĕн чуна мĕн ыраттарнине, мĕн савăнтарнине ирĕккĕн те уççăн, сулмаклăн та янраттарса пĕлтерме пултаратпăр. Тăван çĕршывра пурăнса тăван чĕлхепе калаçни мĕн тери телей вĕт-ха вăл! Тăван чĕлхене иксĕлми юратни мана хамăн ĕçе те юратма хистет. Çак юратăва ачасен чĕрисем патне çитерес, вĕсене те çак юратăва туйтарас килет.

Кашни кунах шкула васкатăп. Кашни кунран мĕн те пулин çĕннине, ыррине кĕтетĕп.

Килсем, çĕн кун,

Çĕн кун, мана эс ырă сун!

Çĕн вăйпала ĕçе васкам,

Чăн чăвашла чĕлхепеле

Ачасемпе эп калаçам.

Чăвашлăх пултăр чĕререх,

Хĕлхемлĕн çунтăр ĕмĕрех.

Çутийĕ çиттĕр пур ача патне,

Чĕртме пултартăр вăл чăвашлăхăн вутне.

Çеçпĕл ĕмĕрĕ иртсе кайрĕ. 21-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш вунă çуллăхне те пурăнса ирттертĕмĕр. Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр чăваш чĕлхи «хĕрлĕ хĕрнĕ хурçă, çунтаракан çиçĕм, вĕри вутлă çулăм» пуласса шанса ĕмĕтленнине пурнăçлама хатĕр-ши эпир паянхи кун? Нумайшне шухăшлаттармалли ыйту пулса тăчĕ çав ку. Хамăр ĕçсемпе, хамăр шухăшсемпе, хамăр чĕлхепе ĕнентермелле пирĕн эпир Çеçпĕл ĕçне шанчăклăнах тăсаканĕсем пулнине. Пур-ха кун пек ачасем шкулта. Вĕсем тăван чĕлхене юратсах вулаççĕ, чăн чăвашла таса чĕлхепе шăнкăр-шăнкăр шыв юххи пек пуплеççĕ. Тĕрлĕ конкурсра чăвашла сăвăсем вулаççĕ. Хаçат-журнала чăвашла сăвви-калавне ярса параççĕ. Тĕпчев тата проект ĕçĕсене те чăвашла çыраççĕ. Çакна, ачасенчи чăвашлăх туйăмне, сÿнтерме памалла мар пирĕн.

Аслă тĕнче хÿттинче, çĕр планетăмăр çинче тĕрлĕ халăх пурăнать, тĕрлĕ чĕлхепе пурнăç тытса кун кунлать. Çав чĕлхесен хушшинче тăван чĕлхе чи пахи, чуна çывăхраххи, сапăртараххи. Тăван чĕлхе хÿттипе, унăн ырă ячĕпе аслă ăру-несĕлсен чун хавалĕн ăшшине, йăли-йĕркин тĕшшине, ăс пурлăхĕн пĕлĕвне эпир ăша хыватпăр, пуян чунлă пулатпăр.

Мĕн кĕтет-ши ыран манна?.. Ыран каллех çĕнĕ кун килет. Ыран каллех ман çине манăн вĕренекенсем тинкерсе пăхĕç. Ку вăл - эпĕ суйласа илнĕ çул. Ку çула эпĕ вĕçне çитиччен утса тухайман-ха. Çурма çула çеç çитнĕ тесе шутлатăп. Çурма çулта вара чарăнса тăрса каялла пăхса илме те юрать. Мĕн туса ĕлкĕрнĕ эпĕ, малашне мĕн тумалла?

Эпĕ çирĕп утăмсемпе малалла утма хатĕр. Эпĕ хам вĕрентекен пулмах çуралнине ĕнентерме хатĕр. Эпĕ хамăн вĕренекенĕмĕрсемшĕн ырă тĕслĕх пулма та хатĕр. Вĕсем манăн çула малашне такăрлатма пултарасса шанатăп эпĕ. Тăван чĕлхе – манăн тĕнче, манăн чун. Чун-чĕрере мĕн пурри - йăлтах ачасем валли. Манăн тĕнче вăл - чăваш тĕнчи. Чăваш тĕнчи - пирĕн кун-çул, пирĕн ăраскал. Ăраскалăмăр - чăваш çыннин ăраскалĕ. Телейлĕ пултăрччĕ вăл пирĕн!

Алина ПЕТРОВА.