Пархатарлă та, йывăр ĕç вăл - анне пекех çывăх пуласси

Ача сачĕ. Ăна чăн-чăн асамлăх тĕнчипех танлаштармалла ахăртнех. Кунта яланах савăк кăмăл хуçаланать, чĕрене нихăçан та тунсăх пусмасть, тутлă апат шăрши кĕрет. Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕнче ĕçлекен кашни воспитателех артист та, ÿнерçĕ те, ăста та. Вĕсен тĕп пултарулăхĕ вара - ачасене юратасси. Урăх нимĕнле те пулма пултараймасть, шăп та шай юратупа тÿсĕмлĕх - ачасене воспитани парас ĕçри тĕп пулăшуçă темелле те.

Воспитатель - куллен çăмăл та ансат япаласене вĕрентсех ачана шкула хатĕрлет. Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкул çумĕнче «Шăнкăрав курăкĕ» ача садĕнче Татьяна Александрова виçĕ çул çеç ĕçлет-ха. Апла пулин те кунта çÿрекен тĕрлĕ ÿсĕмри 25 ачашăн чи хаклă çын пулсан, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн воспитани парас ĕçре тĕп пулăшуçă.

Мĕн иртен пуçласах ача садне çÿрекенсем хăйсен савăнăçĕпе, пăшăрханăвĕпе ун патне чупаççĕ. Тахăшĕ ăнсăртран ÿксе урине ыраттарни, тепри канмалли кунсенче хăнана кайни, виççĕмĕшĕ çĕнĕ тетте илни çинчен ăмăртсах каласа параççĕ. Шăп та шай ăна ĕнтĕ, иккĕмĕш амăшне, чи вăрттăн ĕмĕчĕсене уçса параççĕ те. Кашнинпех пĕр чĕлхе тупать виçĕ теçеткерен кăшт çеç иртнĕскер.

Район центрĕнчи ача сачĕсенчи воспитательсен ушкăнĕнче пур ача та пĕр ÿсĕмрисем пулсан, Татьяна Юрьевнăн ушкăнĕнче анчах хăй тĕллĕн апатланма пуçланă пĕчĕк шĕвĕрккерен пуçласа, ыран шкул сукмакне такăрлатма пуçлаканнисем те пур-ха. Ырă кăмăллă тата пысăк сас паллиллĕ педагог пурне те интереслĕ пулмалла ирттерет занятисене. Вĕсем кашниех пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Мĕн пĕчĕкренех ÿкерме, тĕпчеме, çут çанталăка сăнама хăнăхтарать. Вăйă урлă, сăмахран, вĕтĕр-шакăра Çурçĕр полюсĕнче пурăнакан шурă упасемпе те паллаштарать, ракетăпа тĕнче уçлăхне те вĕçеççĕ, тинĕсре дельфинсемпе те ишеççĕ...

- Мĕншĕн-ха çак профессие суйларăр; - ыйту паратăп Татьяна Александровăна.

- Мана яланах ачасем патне туртнă. Вĕсемпе интереслĕ, пĕчĕкскерсемпе юнашар чухне йĕри-тавралла пулса иртекен ытти пулăмсем çинчен пĕтĕмпех манатăн, ачасен тĕнчинче пурăнма пуçлатăн, - палăртать вăл. Вулакана тепĕр вăрттăнлăха та уçса парам-ха, ача садĕнче ĕçлекен воспитатель нумай ачаллă амăшĕ пулни те ĕçре пулăшса пырать-ăна. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 5 ачана кун çути парнеленĕ-ха вĕсем. Асли 9-мĕш класа каять пулсан, чи кĕçĕнни 6 çула çеç пусăмланă. 

            - Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕнче ĕçлекен воспитателĕн çивĕч ăс-тăнлă пулмалла. Пĕчĕкскерне кăсăклантаракан кирек епле ыйту çине те тĕрĕс хурав пама пĕлмелле. Çавăн пекех ăсталăха ÿстерсе пырасси çине те тимлĕх уйăрмалла.

- Мана кулленхи ĕçре дидактика материалĕсемпе усă курни, методика пĕрлешĕвĕсем хатĕрленĕ пособисем, Интернет пысăк пулăшу кÿреççĕ. Çавăн пекех Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче ĕçлекен вĕрентекенсенче те пысăк тĕрев туятăп, - пĕлтерет воспитатель.

Татьяна Юрьевна мĕн пĕчĕкренех ачасене тÿрĕ кăмăллă пулма, яваплăха туйма хăнăхтарать, тус-юлташа хаклама вĕрентет. Çут çанталăк, чĕр чунсем çинчен кĕнекесем вуласа парать, ун хыççăн пĕрле сÿтсе явассине те хăнăхтарса пырать. Çакăн пек вĕсем ырăпа усала уйăрма хăнăхаççĕ, çынсен ĕçĕсене хак пама вĕренеççĕ. Кашни самантах усăллă ирттереççĕ. Хăшĕ-пĕри яра куна лара-тăра пĕлмен 25 ачана мĕнле итлеттернинчен те тĕлĕнет. Опытлă специалистшăн дисциплина енĕпе нихăçан та йывăрлăх тухса тăмасть-ха, куçран пăхсах ăнланаççĕ шĕвĕрккесем Татьяна Юрьевна мĕн каласшăн пулнине.

Ашшĕ-амăшĕпе те çирĕп çыхăну йĕркеленĕ вăл. Кашнинех ачине аталантарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлемеллине уйрăммăн сĕнÿ-канаш парса пулăшать воспитатель.

Кулленхи ĕçре Алина Потапова кĕçĕн воспитателĕн тÿпи пысăк пулнине те пытармасть вăл. Ача сачĕн пÿлĕмĕсенче таса та хăтлă пуласси унран нумай килет-çке. Ку тĕлĕшпе Татьяна Юрьевнăн çеç мар, шкул администрацийĕн те, ачасен çывăх çыннисен те кĕçĕн воспитатель тĕлĕшпе пĕр ÿпкелешÿ те çук. Шкул администрацийĕ те пĕчĕккисене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе урамри вылямалли лапамра сăнав камерисем вырнаçтарнă.