Павлова Кристина – районти «Чăваш пики» çĕнтерÿçи

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Яковлев çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа  Элĕкри вăтам шкулта район шайĕнчи «Чăваш пики» конкурс иртрĕ. Конкурс тĕллевĕсем  пĕлтерĕшлĕ: çитĕнекен ăрăва тăван культурăна, унăн йăли-йĕркине туйма, хаклама вĕрентесси, чăваш чĕлхипе литературинче çитĕнÿсем тăвакан çамрăксене палăртасси, вĕсен пултарулăхне аталантарма пулăшасси.

Ăмăртăва районти тĕрлĕ шкултан пурĕ 12 пике хутшăнчĕ. Малтанах вĕсем «Паллашар» пайра хăйсем çинчен каласа пачĕç. Ун хыççăн «Пирĕн пултарулăх», «Апачĕ тутлă пултăр», «Нарспи сăнарĕ», «Ĕçченпи» конкурссенче тупăшрĕç.

Пикесем чылай конкурс, тĕрĕслев витĕр тухса хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç. Чăваш халăх юррине юрласа, ташшине ташласа, тăван халăх йăли-йĕркипе паллаштарса, кукăль çупса, ал ĕçĕ пурнăçласа та тупăшрĕç. Чăваш  апат-çимĕçне мĕнле хатĕрлемеллине каласа кăтартрĕç. Нарспирен пĕрре те кая пулманнине вĕсем картлампа шыв витрисене йăтса акăшсем пек утса кăтартма пултарчĕç. Пĕри тепринчен хастартарах та тăрăшуллăрах пулчĕ.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе «Чăваш пики» ята Чăваш Сурăм шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренекен маттур та пултаруллă пике Кристина Павлова çĕнсе илме пултарчĕ. Кристина пур конкурсра та хăйне тивĕçлĕн кăтартса жюри членĕсене тыткăнларĕ, пуринчен те маттуртарах, хастартарах, илĕртÿллерех пулчĕ.  

Кристина çапла маттур пулнишĕн эпир те чун-чĕререн савăнатпăр. Пултаруллă чăваш пикине  саламлатпăр, шкул чысне малашне те çÿллĕ шайра тытса пыма ăнăçусем сунатпăр.