Шкулсенче те чăн-чăн чăваш пикисем пур

Ыран Чăваш Енре тата чăвашсем пурăнакан пур регионта та Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Унпа çыхăнтарса тĕрлĕ мероприяти ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Элĕксем те тăван халăхăмăршăн пĕлтерĕшлĕ пулăмран аякра тăмаççĕ. Çак кунсенче Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа районти культура тата вĕренÿ учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприяти иртет. Ĕнер Элĕк вăтам шкулĕн акт залĕнче йĕркеленĕ «Чăваш пики» конкурса районти шкулсенчи 12 хĕрача пуçтарăнчĕ. Тĕрлĕ класран хăйсем. 6-мĕшĕнче пĕлÿ пухаканскерсем те хăюлăх çитерсе аслă классенче вĕренекенсемпе танах ăмăртăва хутшăнма кăмăл турĕç. Конкурс условийĕсем тăрăх, Элĕк тăрăхĕнчи Нарсписен хăйсем хатĕрленĕ апат-çимĕçпе паллаштарма, кукăль çупса кăтартма, шыв витрисем йăтса акăш евĕр шуса пыма тиврĕ. Паллах, жюрире ларакансен юрă-ташă пултарулăхне те хак памалла пулчĕ. Çакă уйрăмах «Паллашу карточки» конкурсра аван палăрчĕ. Конкурсантсем хăйсем çинчен пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та, видеофильмсем ÿкерсе те, презентацисем хатĕрлесе те каласа пачĕç. Жюри пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Чăваш пики» ята Чăваш Сурăм шкулĕнчи Кристина Павлова тивĕçрĕ. Пĕрремĕш вырăна Элĕк шкулĕнчи Надежда Максимова çĕнсе илчĕ пулсан, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Мăн Вылăри Анна Алвандян тата Шĕмшеш шкулĕнчи Карина Николаева пайларĕç. Конкурса хутшăннă кашни хĕрачанах пултарулăхне кура тĕрлĕ номинацире палăртрĕç.