Ноябрĕн 28-мĕшĕнче Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов хăйĕн ячĕпе районти чи пултаруллă вĕренекенсене ятарлă стипенди илме ирĕк паракан сертификатсем пачĕ. Савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕ Владислав Волков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, вĕренÿ пайĕн начальникĕ Петр Павлов хутшăнчĕç.
Шкулта вĕреннĕ чухне вăхăт хăйне майлă хăвăртлăхпа иртет тейĕн. Уроксенче тарăн пĕлÿ илме те, олимпиада-конкурсра вăй виçме те, ăслăлăх конференцийĕсенче хăйсем хатĕрленĕ тĕпчевсене хÿтĕлесе çĕнтерме те ĕлкĕреççĕ çамрăксем. Вăй-хăвачĕ çăлкуç таппи пек тапса тăрать. Шăпах çакăн пек пултаруллă çамрăксене вăхăтра хавхалантарма пĕлни малашлăха çул хывать те. Çакна Николай Малов депутат питĕ аван пĕлсе тăрать. Çавăнпа та 2005 çултанпа Етĕрне суйлав округне кĕрекен районсенчи мал ĕмĕтлĕ шкул ачисене хăйĕн ятĕнчен стипенди парса хавхалантарать. Элĕксем те çак йыша кĕреççĕ.
Кăçал Николай Владимирович аллинчен сертификат илме 11 вĕренекен тивĕçрĕ: Иван Андреев (Шĕмшеш вăтам шкулĕ), Николай Кулагин (Мăн Ямаш вăтам шкулĕ), Кристина Иванова (Мăн Вылă вăтам шкулĕ), Борис Матвеев (Ураскилт вăтам шкулĕ), Денис Шариков (Тавăт вăтам шкулĕ), Анастасия Челышева (Тенири тĕп шкул), Яна Семкина (Элĕк вăтам шкулĕ), Марина Яковлева (Питĕшкасси вăтам шкулĕ), Олеся Николаева (Чăваш Сурăм вăтам шкулĕ), Анжела Федотова (Юнтапа вăтам шкулĕ). Вĕсем çулталăк хушши уйăхсерен 500-шер тенкĕ илсе тăрĕç.
«Эпир, аслă ăрурисем, сирĕнпе, эсир тунă çитĕнÿсемпе мухтанатпăр, - терĕ хăйĕн сăмахĕн-че Николай Малов. – Шăпах эсир Элĕк çĕрĕн ырă йăли-йĕркине малалла тăсатăр, ялсемпе саласен, районпа тăван республика, Раççей аталанăвĕшĕн яваплă пулса тăратăр. Çавăнпа та хăюллăнах малалла талпăнăр, ĕмĕтленĕр, çĕнтерĕр».
Стипендиатсене район ертÿçисем - Владислав Волковпа Александр Куликов ăшшăн саламларĕç, тăрăшса вĕренме, пур ĕçре те хастар пулма сунчĕç. Александр Николаевич шкул ачисен тата педагогсен ячĕпе Николай Владимировича çамрăксем çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕ каларĕ.
Çак кунах шкул ачисем Çамрăксен активĕн шкулĕнче пĕрремĕш занятисем ирттерчĕç, тĕрлĕ тематика лапамĕсем çине пайланса тренигсенче, мастер-классенче пулчĕç.