Тĕрĕ кашни чăваш хĕрĕн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнать. Илемлĕ тĕрĕпе капăрлатнă кĕпе тăхăнсан эпир хамăра аван туятпăр. Чăваш тĕррине упраса хăварас тесе пирĕн асаннесемпе кукамайсем нумай тăрăшнă, вĕсем хăйсен хĕрĕсемпе мăнукĕсене вĕрентсе хăварнă.
Пирĕн халăхăн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ. Çавăн чухлĕ пуянлăх ăçтан тупăннă-ха; Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Ивановна Миронова унăн тупсăмне пĕлет. «Çакă халăх хăйĕн йăли-йĕркине çирĕппĕн пăхăнса пурăннинчен килет. Акă, тĕслĕхрен, çуркунне çамрăксем вăйă картине тухнă. Кашни хĕрĕн çак уява тĕрлесе çĕленĕ тумпа, çĕнĕ юрăпа тухмалла пулнă. Кĕввине те, сăввине те, тĕррине те хăех вăрăм хĕл кунĕсенче ларма çÿресен хатĕрленĕ. Çапла вара çак ырă йăла-йĕрке çулран-çул хушăнса тата аталанса пынă. Халăх ăстисем авалхи маçтăрсенчен вĕренсе ĕçĕсене капăр та пахарах тума тăрăшнă», - каласа парать алĕç маçтăрĕ. Ирина Ивановна хăй те кукамăшĕнчен юлнă авалхи япаласем тăрăх тĕрлеме вĕреннĕ. Çавăн пекех Е.Жачевăн кĕнеки те уншăн пулăшуçă пулнă. Халĕ вăл - чăн ăста. Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене вĕренсе çитнĕ.
Чăваш халăх искусстви пуян та нумай енлĕ. Унăн тĕп тĕслĕхĕсенчен пĕри - тĕрĕ эрешĕ. Чăваш чунĕ яланах хитре патне туртăннă. Ирина Мироновăн ĕçĕсем çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп. Эрешсенче тĕнче тытăмĕ çинчен шухăшланине, ăна аталантарма тăрăшнине палăртнă. «Чăвашсем мĕн авалтан шурă пир çинче тĕрленĕ. Çипписем çут çанталăкри тĕссене çывăх пулнă. Ытлашши йăмăх тĕссене килĕшÿсĕр тесе шутланă. Хĕрлĕ тĕс - юн, пурнăç, ĕç. Симĕсси вара - çут çанталăк. Сарă тĕс - хĕвел, телей, шурри - чун тасалăхĕ, çутă кун, хури - хура халăхăн çĕр тĕсĕ, халăх вăйĕ», - тĕрĕсенчи тĕссем мĕне пĕлтернине ăнлантарать Ирина Ивановна.
Чăваш кил-йышĕнче хĕрачасене 6-7 çултах тĕрлеме вĕрентнĕ. Вĕсем 12 çул тĕлне хăйсем тĕллĕн тĕрлеме пултарнă. Ирина Мироновăна чăваш тĕрри яланах килĕшнĕ. Амăшĕ тултарса тата хĕреслесе тĕрленине сăнанă ача чухне. Ирина Ивановнăн хĕрĕ Милена та питĕ илемлĕ чăваш орнаменчĕсене тĕрлет. Амăшĕн ăсталăхĕ хĕрне те куçнă. Вĕсем тĕрлеççĕ çеç мар, илемлĕ япаласем те çыхаççĕ. Унсăр пуçне вĕтĕ шăрçаран тем те пĕр маçтăрлаççĕ. Мироновсен Максим ывăлĕ те чăн ăста. Вăл ача чухнех йывăçпа туслашнă, тĕпелте усă курмалли савăт-сапа тунă. Вĕсене илемлĕ чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ. Çăмран пĕчĕк çăматăсем те йăваланă. Мироновсен ĕçĕсемпе тĕрлĕ куравсенче паллашма пулать.
Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче 21 çул тăрăшакан пуян опытлă педагог ачасене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех çитĕнсе пыракан ăрăва тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене те ăша хывма вĕрентет. Шкул юбилейĕнче алĕç маçтăрĕ вун-вун салфетка тĕрлесе уява килнĕ хăнасене парнеленĕ.