Эпир кулленхи пурнăçпа пурăнатпăр, тус-юлташпа, пĕрле вĕреннисемпе калаçатпăр, ĕçлетпĕр. Анчах та вĕсем хушшинче сăвă çыракансем пуррине ăнкармастпăр та. Çыравçăсем пурнăçа татах та çутăрах, илемлĕрех тăваççĕ. Вĕсен пултарулăхĕ чăннипех те иксĕлми. Вăл сутуçă-и, çĕвĕç е вĕрентекен - профессипе кам пулни пĕлтерĕшлех те мар пулĕ, чи кирли - пурнăçа, тăван çĕре юратни, çакна сăвă йĕркисенче уçса пани.
Кăçал Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тĕпе хурса Наци библиотеки профессиллĕ мар поэтсем хушшинче «Поэты среди нас» акци-конкурс ирттерчĕ. Тÿрех палăртам, асăннă конкурса республикăри районсенчен 108 автор хутшăннă, вĕсенчен 27-шне çеç суйласа илнĕ. Çак йышра Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче кĕçĕн классене 31 çул вĕрентекен Раиса Вячеславовна Соловьева та пур. Шăпах вăл çĕнтерÿçĕсен йышĕнче. «Çемьери ырă хутшăнусене, йăла-йĕркене сыхласа хăварасси, ăна çитĕнекен ăрăва вĕрентесси мĕн авалтан пынă. Çакăн йышши конкурссем ирттерни çамрăксемшĕн те пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен унта тĕрлĕ çулсенчи профессиллĕ мар поэтсем хутшăнчĕç», - каласа парать Раиса Соловьева. Пултаруллă педагог конкурса виçĕ сăвă тăратнă: «Эп вăрантăм шăпчăк юррипе», «Сарă ыраш хушшинче», «Аттеçĕм». Жюри членĕсем виçĕ сăввине те суйласа илнĕ, «О самых любимых и самых родных» сăвăсен пуххине кĕртнĕ. Жюри членĕсемпе, Петр Яковлев тата Любовь Петрова поэтсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçнинчен ырри урăх мĕн пултăр; Вĕсен сĕнÿ-канашĕ темрен те паха пулнине палăртать Раиса Вячеславовна.
Раиса Соловьева - профессилле поэт мар. Апла пулин те унăн «Эп вăрантăм шăпчăк юррипе» тата «Сарă ыраш хушшинче» сăввисемпе Надежда Заводскова юрăсем хывнă, вĕсене тăтăшах радиопа параççĕ. «Сăвă йĕркисем ятарласа çырăнмаççĕ. Сăмахран, атте çĕре кĕрсен «Аттеçĕм» сăвă шăрçаларăм. Раççейри Экологи çулталăкне халалласа нумаях пулмасть «Тавах сана, çĕрĕм-шывăм» сăвă «пиçсе» тухрĕ», - каласа парать Раиса Вячеславовна. Юрату, çут çанталăк, тăван ял, туслăх темисем чуна çывăх пулнине те пытармасть. Сăвă çыракан пурнăç çине ăшшăн, ыррăн пăхать. Раиса Соловьева мĕн курнине сăвăра кăна мар, ÿкерчĕк çинче те илемлĕ сăнласа пама пултарать. Унăн вĕренекенĕсем те хăйĕн пекех пултаруллă, «Тантăш» хаçатпа туслă. Хăйĕн хĕрĕ Ольга шкулта вĕреннĕ чухне районта иртекен сăвă вулакансен конкурсĕсенче яланах çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулнă. Раиса Вячеславовнăн вĕренекенĕсем Олеся Никоноровăпа Ирина Арсентьева та сăвă вулассипе район тата республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Ачаранах, 5-мĕш класра чухнех, сăвă йĕркисем шăрçалама юратнине, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕн Анна Вавиловна Михайловăн урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтнине ырăпа аса илет пысăк опытлă педагог. Хисеплĕ вĕрентекенрен тĕслĕх илнине те пытармасть. «Тăван чĕлхене хисеплени атте-аннене юратнипе тан. Кашни çыннăн чăвашлăх туйăмĕ пулмалла», - тет вăл. Çакна ачасене те ăнлантарма тăрăшать.