Районта агрокласс уçăлнă

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче савăнăçлă лару-тăрура 15 районти пĕрер шкулта агрокласс уçнă. Унта шкул директорĕсем, преподавательсем тата шкулсенче 10-11-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăннă. Пирĕн районтан вара агрокласс уçма Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкул тивĕçнĕ.

Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче агроклассем уçни малашлăхра агропромышленность комплексĕнчи кадрсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшасса шанаççĕ. Аслă классенче вĕренекенсем шкул тапхăрĕнчех ял хуçалăх енĕпе пуçламăш пĕлÿ илнĕ хыççăн çăмăллăнах Ял хуçалăх академине вĕренме кĕме пултарĕç. Агрокласра вĕренекенсем хими, биологи, физика предмечĕсене туллинрех «шĕкĕлчеççĕ». Ял хуçалăх академийĕн преподавателĕсем дистанцилле майпа Чăваш Сурăмĕнчи шкулта ятарлă лекцисем ирттереççĕ. Планпа килĕшÿллĕн республикăри пысăк хуласенчи вăйлă аталаннă ял хуçалăх, продукцие тирпейлекен предприятисене çитсе кураççĕ, ĕçĕ-хĕлпе паллашаççĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ курава хутшăнса ял хуçалăх предприятийĕсенчи çĕнĕ йышши техникăпа та паллаштарĕç вĕсене.