Çарпа спорт вăййисем вĕçленчĕç

Июнĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа Çĕрпÿ районĕнчи «Звездный» лагерьте республикăри çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем иртрĕç. Унта районсемпе хуласенче çĕнтернĕ çамрăк космонавтсемпе пушарнăйсем, кадетсем, патриотизм клубĕсене çÿрекенсем, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем вăй виçрĕç. Кунта «Зарница» ушкăнра 27 команда, «Орлята» ушкăнра 26 команда ăмăртрĕç. Пирĕн район чысне Ураскилтри «Зарница» (ертÿçи - Сергей Филиппов) тата Чăваш Сурăмĕнчи «Орлята» (ертÿçи - Константин Громов) командăсем хÿтĕлерĕç. Вĕсем 15 конкурс витĕр тухса пурте чи лайăх 10 команда йышне лекрĕç. Харпăр хăй зачетĕнче Ураскилтри Никита Матьянов вăй гимнастикинче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. «Орлята» команда автомата салатса пухассинче тата магазинне патронпа тултарассинче, пĕр километр чупассинче палăрчĕç, АК-74 тата ППШ перессипе кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕç.