Ал ĕçĕсенче йытти те, кушакки те пур

Район хаçачĕн усă курнă номерĕсенчен ал ĕçĕсем хатĕрлессипе конкурс вăй илсех пырать. Ытларах шкул ачисем кăмăлларĕç редакци сĕннĕ ĕçе. Элĕк шкулĕн вĕренекенĕсен пултарулăхĕ çинчен хаçат страницисенче паллаштарнăччĕ. Халĕ акă Чăваш Сурăм вăтам шкулĕ çумĕнчи «Хаваслă планета» лагере çÿрекенсем ушкăнпах хатĕрленĕ ĕçсене редакцие çитерчĕç.

Çанталăкĕ хĕвеллĕ кунсемпе ытлашшиех савăнтарман. «Таса пĕвесем» отряда çÿрекен ачасем Зоя Даниловăпа Альбина Васильева воспитательсем ертсе пынипе оригами мелне алла илчĕç. «Пурнăç çулĕпе» хаçат конкурсне шута илсе кивĕ хаçатран экспозици хатĕрлерĕç. Теми те хăйне евĕрлĕ: «Кушакки тухсан пÿртрен шăши ташши пуçланать» тата «Кушак çури». Отряд ятне тата кăçал Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнине шута илсе «Таса кÿлĕ» ĕçне тирпейлĕхпе илемлĕх хамăр тăрăшнипех пулнине кăтартса пама пултарчĕç. Хĕрачапа йытă çури те, карçинккапа кăкшăмĕ те пит килĕшÿллĕ пулса тухнă. Ушкăнпа хатĕрленĕ ĕçре кашнин тÿпи пур. Ĕçне кура Каринăпа Камилла Филипповăсем, А.Чернышова, А.Арсентьева, О.Александрова, Д.Николаева, В.Тихонов, Э.Афанасьева, М.Чернышова, О.Тихонова, Н.Игнатьева редакцирен Грамотăсене тата пĕчĕк парнесене тивĕçрĕç