Кану лагерĕнче ирттернĕ вăхăт

Вăхăта сывлăхшăн усăллă ирттерме шкул çумĕнче йĕркеленĕ çуллахи кану лагерĕсем чылай пулăшаççĕ. Чăваш Сурăм шкулĕ çумĕнчи «Веселая планета» кану лагерĕ те ачасене çул çитнине кура виçĕ ушкăна уйăрса пĕрлештерчĕ. Эпир иккĕмĕш ушкăнпа ĕçлерĕмĕр. Пирĕн отряд ячĕ «Таса кÿлĕсем». Ĕçе ытларах тавралăха сыхлас енпе йĕркелесе пытăмăр. Отрядра кашни кун ирттерекен мероприятисем те çак ыйтăва уçса парассипех йĕркеленчĕç.

Уçă сывлăшра иртекен спорт вăййисемпе ушкăнсем хушшинчи ăмăртусем ачасен сывлăхне çирĕплетме пулăшрĕç. Çут çанталăк пулăмĕсене тишкерме, таврари ÿсен-тăранпа чĕр чун çинчен ăс пухма библиотекăра иртнĕ «Уçă кĕнеке» вулав сехечĕ, пĕве хĕрринче ирттернĕ «Хăйăр çинчи кермен» конструкцисен конкурсĕ, «сенкер экран» умĕнче пăхнă «Честное пионерское» фильм тата ытти экскурсисемпе куравсем пулăшрĕç.

Лагере çÿренĕ вăхăтра ачасем оригами мелĕпе кивĕ хаçатсенчен тĕрлĕ чĕр чун ăсталама вĕренчĕç. Хăйсен ĕçĕсене «Хаçата иккĕмĕш пурнăç парнеле» конкурса хутшăнма тăратрĕç.

Çакăн пек кану лагерĕсем пулни ачасемшĕн питĕ усăллă та пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем вĕренекенсен тавракурăмне аталантараççĕ, тавралăха упрама тата юратма вĕрентеççĕ.