Спартакиадăна пухăнчĕç

Çуллахи каникул вăхăтĕнче шкул ачин канăвне йĕркелесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Шкулсем çумĕнчи лагерьсем те ĕçлеме пуçларĕç. Июнĕн 14-мĕшĕнче Элĕкри «Хĕлхем» спорт комплексĕн тÿремĕнче районти шкулсем çумĕнчи лагерьсенче канакан 1-7-мĕш классенче вĕренекен ачасем 13-мĕш спартакиадăна пухăнчĕç. Кунта пурĕ 8 шкултан килнĕ. Спартакиадăна савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов уçрĕ. Лагерьсем уçăлнă ятпа саламларĕ, ăмăртусенче ăнăçу сунчĕ. Ун хыççăн «Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕ Валерий Сергеев шкул ачисене мĕнле ăмăртусем витĕр тухмаллипе паллаштарчĕ. Командăсен капитанĕсем шăпа янă хыççăн пурте стадиона çул тытрĕç. Ачасем эстафета чупрĕç, мини-футболла, пионерболла, шашкăлла вылярĕç, канат туртрĕç. Вĕсем хăйсене питĕ ирĕклĕн тытрĕç. Уçă сывлăшра вăхăта усăллă ирттерчĕç. Çапла майпа спортăн виçĕ енĕпе Тавăт шкулĕн команди пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Канат туртассипе Элĕк шкулĕн хĕрачисемпе арçын ачисене çитекенни пулмарĕ. Шашкăлла выляс енĕпе Мăн Ямашри вăтам шкул çумĕнчи лагере çÿрекен ачасем маттур пулчĕç. Спартакиадăра çĕнтерÿçĕ ятне Тавăт вăтам шкулĕн команди илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Элĕксем пулчĕç, Чăваш Сурăм шкулĕнче вĕренекенсем виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.