Ача чух хастар пулмалла

Иртнĕ кунсенче Чăваш Сурăм вăтам шкулĕ çумĕнче лагерь уçăлчĕ. Унта куллен 1-7-мĕш классенче вĕренекен пĕтĕмпе 62 ача çÿрет.

Пирĕн отряд «Патриоты» ятлă. Лагерь çуллахи вăхăта усăллă ирттерме пулăшать. Нумай чухне ялта ачасем килĕ- сенчен тухмасăр компьютер е телевизор умĕнче лараççĕ. Лагере çÿрени вара сывлăхшăн та усăллă, тавракурăма анлăлатать, ачана аталанма май парать, дисциплинăна çирĕплетет. Унсăр пуçне ачасемпе курса хутшăнни те мĕне тăрать. Кунта тутлă çитереççĕ, тĕрлĕ занятисем, викторинăсемпе конкурссем йĕркелеççĕ. Хамăра мĕн килĕшнине кура вăйăсем ирттеретпĕр. Район центрне тухса ытти шкулсемпе ăмăртусене хутшăнатпăр. Çавна май пĕр-пĕринпе паллашатăн, туссен йышĕ ÿсет, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăх та çирĕпленет. Эпĕ пултарулăха аталантарма пулăшакан занятисене кашнинех хастар хутшăнма тăрăшатăп. Футболла выляма юрататăп. Шкулта «4» тата «5» паллăсемпе вĕренетĕп. Ачалăх вăл пĕрре килет. Çавăнпа та унпа усă курса юлмалла. Пур çĕре те çитсе курмалла, хутшăнмалла. Аслисем пирĕншĕн чунтан тăрăшаççĕ. Иртнĕ çулхи лагере аса илетĕп те, мĕнлерех интереслĕ иртрĕ-çке вăл. Эпир ачасемпе Муркаш районĕнчи Çветтуй çăлкуçа тата бассейна кайса килнĕччĕ. Кану вăхăтĕнче Шупашкар хулине экскурси тата хула тăрăх уçăлма кайса килни те асрах. Кăçал та шкул дирекцийĕ пире валли парне хатĕрленĕ тенине пĕлетпĕр. Çуллахи каникул сывлăха çирĕплетмелли, шкул пурнăçĕнчен канса илмелли, вăй пухмалли, атте-аннене пулăшмалли вăхăт пулса тăрать.

Дмитрий ВАСИЛЬЕВ,

Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.