Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур: вырăссен – вырăс чĕлхи, чăваш халăхĕн вара – чăваш чĕлхи. Ку чĕлхепе калаçакансем – чăвашсем – Чăваш, Тутар тата Пушкăрт Республикисенче, Самар, Чĕмпĕр, Саратов, Пенза, Оренбург облаçĕсенче тата Çĕпĕрте пурăнаççĕ. Çак чĕлхе пуррипе, çав чĕлхепе калаçнипе хамăра чăваш тесе калатпăр. Чăваш чĕлхи пуррипе чăваш халăхĕ пур, мĕншĕн тесен чĕлхе нацие пĕлтерекен паллăсенчен чи кирли, тĕп палли.Чăваш чĕлхи чăваш халăхĕн наци пуянлăхĕ пулса тăрать. Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕн 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчи Постановленийĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чӑваш халӑхне çутта кăлараканĕ, çĕнĕ чӑваш çырулӑхне йĕркелекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхин кунне уявлатпăр. Пурне те уяв ячĕпе саламлатпăр, вăрăм ĕмĕр пурăнма, ĕмĕт-тĕллевсем патне çитсех пыма юман пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр. Хĕл кунĕ пек çирĕп, çу кунĕ пек ăшă, кĕр кунĕ пек пуян, çур кунĕ пек ялан хитре пулăр.

Васильева Яна Республикăри «Чĕрĕ сăмах» конкурс çĕнтерÿçисем шутĕнче 2017 çулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти наци библиотекин акт залĕнче проза  хайлавĕсен  сыпăкне илемлӗ вулакансен «Чĕрĕ сăмах» конкурсĕ иртрӗ. Унăн тĕллевĕ: шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕренес кăмăлне çĕклесси, ачасене тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентесси, пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсен пултарулăхне аталантарасси.

Конкурса хутшăнакансем - 5-10-мĕш класс ачисем, район шайĕпе иртнĕ ăмăртăвăн çĕнтерÿçисем пулчĕç. Республикăн тĕрлĕ шкулĕнчен пуçтарăннă  вӗренекенсем хайлав сыпăкне илемлĕ вулас ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Жюри членĕсем ачасен пултарулӑхне виçĕ ӳсӗмпе хакларӗç: пӗрремӗш ӳсӗмрисем — 5-6 классем, иккӗмӗш ӳсӗмрисем — 7-8 классем, виççĕмĕш ӳсӗмрисем – 9-10 классем. 9-10-мĕш классем хушшинче проза хайлавĕн сыпăкĕсене вулакансем хушшинче пирĕн шкултан Васильева Яна  пулчĕ. Вăл Юрий Скворцов çырнă «Уках хурăнĕ» повесть сыпăкне пурин чĕрине те пырса тивмелле хумхануллăн каласа пачĕ, 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Сумлă жюри членĕсем конкурс çĕнтерÿçисене, ытти мĕн пур хутшăнакансене тата вĕсен вĕрентекенĕсене ăшшăн саламларĕç. Малашне те пултаруллă та хастар пулма, ытти конкурссенче те хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илме вăй-хăват, ăнăçу сунчĕç. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Конкурс хыççăн вара Чăваш наци библиотеки умĕнчи И.Я.Яковлев палăкĕ умĕнче Аслă Вĕрентекенĕмĕре асăнса, чăваш чĕлхине мухтаса ирттерекен митингра та пулмса курма май килчĕ. Митингăн официаллă пайĕнче Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ тата Шупашкар хулин Хисеплĕ çынни Николай Федорович Угаслов, Хыпар" издательсто Çурчĕн тĕп редакторĕ тата директорĕ Татьяна Геннадьевна Вашуркина, Чăваш Республикинчи профессиллĕ писательсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Геннадий Аркадьевич Максимов, чăваш халăх поэчĕ Юрий Семенович Сементер тата ыттисем те тухса саламларĕç. Пухăннисем И.Я.Яковлевăн Халалне тепĕр хут итлерĕç, Аслă патриархăмăра асăнса, сума суса унăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç.