Сăвă калакансен конкурсĕ иртрĕ

Тăван чĕлхене лайăх пĕлекен ытти чĕлхесене те юратса вĕренет, хисеплет. Тăван çĕр-шыва юратасси те тăван чĕлхерен пуçланать», - тесе çырнă  чăвашсен паллă писателĕ Георгий Ефимов. Тăван чĕлхене пурин те лайăх пĕлмелле.  Тăван чĕлхепе усă курса эпир хамăр кăмăл-туйăма палăртатпăр, ăс-хакăла пуянлататпăр, шухăша пĕр-пĕрне пĕлтеретпĕр.

              Тăван чĕлхене юратма вĕрентес, унăн шайне, хисепне  çĕклес тĕллевпе Чăваш Сурăм  вăтам шкулĕнче ака уйăхĕн 27 -мĕшĕнче Атте-анне çулталăкне,  Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикин патшалăх символикисен кунне халалласа   сăвă калакансен конкурсĕ иртрĕ. Унта 5-10-мĕш класра вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Уява чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Алина Геннадьевна Петрова ертсе пычĕ.  Конкурсра чылай  поэт сăввисем пĕрин хыççăн тепри янăрарĕç.

               Ăмăрту икĕ ушкăнра иртрĕ: кĕçĕн классем хушшинче тата 5-10-мĕш классем хушшинче. Кĕçĕннисем хушшинче чи маттуррисем 1-мĕш класри Юля Антонова тата 3-мĕш класра вĕренекен Камилла Филиппова пулчĕç. 2-мĕш вырăна 1-мĕш класс вĕренекенĕ Даша Васильева тата 3-мĕш класри Даниил Гаврилов йышăнма пултарчĕç. Аня Владимирова, Настя Емельянова тата Аня Арсентьева 3-мĕш вырăна пайларĕç.  

5-10-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартма питĕ тăрăшрĕç. Вĕсем хушшинчи çĕнтерÿçĕсен ятне Ирина Арсентьевăпа Яна Васильева çĕнсе илчĕç. Элина Афанасьевăпа Марина Ящикова 2-мĕш вырăна, Катя Сергеева 3-мĕш вырăна тивĕçрĕç.

Конкурса хутшăннă ачасене пурне те тав туса, малашне те  çитĕнÿсем тума сунатпăр!