«Чăваш çĕр-шывĕн паллă çыннисем» викторина иртрĕ

Шкулта чăваш чĕлхи эрни малалла пырать. Паян, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш Республикин патшалăх символикисен кунне халалланă «Чăваш çĕр-шывĕн паллă çыннисем» ятпа викторина иртрĕ. Викторинăна 5-8 классенчи тăван  чăваш чĕлхи, тăван ен ен культури, Чăваш енĕн паллă çыннисем çинчен ытларах пĕлес текен ăслă та анлă тавра курăмлă ачасем хутшăнчĕç. Ачасем 4 ушкăна пайланса ăмăртрĕç. Каашни ушкăн хăйне валли тивĕçлĕ ят суйласа илнĕ: 8-мĕш класра вĕренекенсем – «Аптраман таврашсем», 7-мĕшсем – «Çеçпĕл сеçкисем», 6-мĕш класра вĕренекенсем – «Улăпсем», 5-мĕшсем вара «Шăпăрлансем» ятлă пулчĕç.

Чăвашсен паллă çыннисем хушшинче И.Я.Яковлев ячĕ чи паллисенчен пĕри. Тăван хаалăха валли çырулăх хывса хăварнисĕр пуçне вăлуçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕ вĕрентÿ, литературăпа культура, искусство çыннисене хатĕрленипе те сăваплă. Викторинăра çапла майпа И.Яковлев çинчен, вăл вĕрентнĕ паллă çынсем çинчен, чăваш халăхĕ хушшинчен тухнă ытти паллă çынсем çинчен хăйсем мен пĕлнине кăтартса памалла пулчĕ. Унсăр пуçне ачасен хамăр республикăпа çыхăннă ыйтусем тăрăх та ăс-тăна тĕрĕслерĕç.

Викторина ыйтăвĕсене чи лайăх пĕлекенсем, çĕнтерÿçĕ ятне илме пултарнисем 8-мĕш класра вĕренекен «Аптраман таврашсем» пулчĕç. 5-мĕш класра вĕренекен «Шăпăрлансем» ушкăн вара 2-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕ. «Çĕçпĕл çеçкисемпе» «Улăпсем» - 3 мĕш вырăнта.

И.Я.Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук». Унӑн «Халалӗ» вара пирӗн ӑрӑва хӑварнӑ ырӑ сунӑм пулса тӑрать.