Аслă вăйă карти пурне те хăй тавра пуçтарчĕ

Шкулти чăваш чĕлхи эрни малалла пынă май паян, ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Чăваш Сурăм шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕсен вĕрентекенĕсем «Атьăр, вăййа тухар-и? уява пуçтарăнчĕç. Шкул хыçĕнчи аслă лапамра пурте алла-аллăн тытăнса аслă вăйă картине тăчĕç. Вара пĕтĕм урам илтмелле илемлĕ вăйă юрри янăраса кайрĕ. Вăйă картине тăнисем пĕр-пĕрин хыççăн ерипен утса «Хурăн çулçи» юрра илемлĕн те уççăн шăрантарчĕç. Чăвашсен йăли-йĕркине аса илсе тĕрлĕ юрă-ташă янăрарĕ вăйăра. Ача-пăча вăййисене выляма та пурне те кăмăллă пулчĕ.

Çак уява вĕренекенсем тĕплĕн хатĕрленнĕ: чăваш кĕписем, масмаксемпе тухьясем хатĕрленĕ, халăх юрри-ташшине вĕреннĕ. Чăнах та, кунашкал уявсем ирттерни ачасене чăваш  йăли-йĕркипе тĕплĕнрех паллашма, вĕсен тавра курăмне аталантарма май парать, чăваш халăхĕн юрри-ташшин илемлĕхне те туйма хăнăхтарать.

Курма пынă ашшĕ-амăшĕсем те чăвашла тумланнă ачисене савăнсах сăнарĕç, вĕсен пултарулăхĕпе киленчĕç. Уява пуçтарăннисем пурте кăмăллă юлчĕç, кунашкал уява малашне те ирттермеллине палăртрĕç.