«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2017» акцие хутшăнса чăваш чĕлхи эрнине пуçларăмăр

Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Çак кун ирхи линейкăра шкул директорĕ Васильева Зоя Федоровна тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Петрова Алина Геннадьевна пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕç, И.Я.Яковлев çуралнă кун ячĕпе шкулта ирттерекен чăваш чĕлхи эрнин планĕпе паллаштарчĕç, эрнене пурне те хастаррăн хутшăнма чĕнсе каларĕç.

Кăнтăрла иртни 13 сехетре вара чăваш чĕлхине юратакан чи хастар ачасем чăваш чĕлхи кабинетне диктант çырма пуçтарăнчĕç. Шăпах çак вăхăтра Чăваш Енре Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа  «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси, чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.

Диктант çырма пурĕ 14 çын кăмăл турĕ. Диктант çырма хутшăнакансем  текста Чăваш наци радионе итлесе çырчĕç. Текста Геннадий Волков çырнă «Ăслă ача» калав тăрăх йĕркеленĕ, ăна «Ирхи кăмăл» передачăна ертсе пыракан Мария Самделова вуларĕ. Алина Геннадьевна вĕрентекен диктант çырма хутшăннисене хастарлăхшăн тав турĕ, ачасене Мария Самделова çинчен тĕплĕнрех каласа пачĕ.  Ачасем çавнашкалах Геннадий Волков этнопедагог çинчен те аса илчĕç.