Пурнăçа страхланăшăн - парне

2016 çул вĕçĕнче республикăра «Росгосстрах» компани районти вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинче «Новогодний рывок» ятлă акци ирттернĕ. Çак акцие Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнчи 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăннă.

Чăваш Сурăм шкулĕ темиçе çулах «Росгосстрах» компанипе тачă çыхăну тытса пырать. Кунта вĕренекенсенчен 90 проценчĕ çак компанинче страхланнă. 2016 çулхи октябрь уйăхĕнче 6-мĕш класри кадетсем пурте пурнăçа кунта страхланă. Акцие хутшăнса Чăваш Сурăм шкулĕ республикăра 3-мĕш вырăн йышăннă. Çавна май январĕн 18-мĕшĕнче «Росгосстрах» компанин Элĕкри уйрăмĕн ертÿçи Альбина Павлова шкула парне - тĕрлĕ тĕслĕ принтер панă.