Паян Раççейре кадетсен юхăмне çĕнĕрен чĕртсе тăратасси хальхи вăхăт ыйтнипе çыхăннă-тăр. Кирек хăçан та кадетсен корпусĕсем çĕршывăн чăн-чăн гражданинĕсене ÿстернĕ. Вĕсемшĕн пархатарлăх, çар чысĕ, юлташлăх туйăмĕ, çирĕп дисциплина тата Тăван çĕршыва вĕçĕ-хĕррисĕр юратни тата чунтан парăнни малти вырăнта.
«Пурнăçăма Тăван çĕршыва халаллатăп, чунăма Турра паратăп, чыса вара - никама та!» девиз хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Çакна иртнĕ шăматкун Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта çамрăк кадетсене курсан тепĕр хут ĕнентĕм. Тĕксĕм кăвак парад формине тăхăннă, аксельбантсем çакнă, шухăша кайнă 12 арçын ачапа 2 хĕр ача коридорта пĕрин хыççăн тепри тăрса тухрĕç. Çак куна вĕсен ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, кадетсем тата вĕсен наставникĕ Константин Громов пурте чăтăмсăррăн кĕтнĕ.
Кĕçех параппан сасси кĕрлесе каять. Хăнасемпе ашшĕ-амăшĕ, шкулти мĕнпур вĕренекен пухăннă спортзала ятарлă çар тумне тăхăннă хĕрсемпе каччăсем Раççей, Чăваш Республикин ялавĕсене йăтса кĕреççĕ. Вĕсем хыççăнах çирĕппĕн стройпа утса çамрăк кадетсем иртеççĕ. Кĕçех Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Гимнĕсем янăраççĕ. Пурте ура çине тăрса итлеççĕ, кадетсем вара Гимнри пĕр сăмаха сиктермесĕр кĕвĕ çеммипе юрлаççĕ. Улттăмĕш кадет класĕн командирĕ Дмитрий Васильев Муркаш-Элĕк районĕсенчи çар ĕç комиссариачĕн комиссарне Владимир Казакова тантăшĕсем присяга тытма хатĕррине пĕлтерет.
- Кадет - ку илемлĕ те капăр çи-пуç анчах мар. Ку чухне дисциплинăна пăхăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сирĕн ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла. Çакă сирĕншĕн хушма тиев те, тантăшăрсенчен яланах пĕр утас малта пымалла. Эсир кирек ăçта та хастарлăхпа, пуçарулăхпа палăрмалла, кирек хăçан та ырра шанмалла, - терĕ Владимир Иванович кадетсене саламланă май.
Асăннă мероприятири чи яваплă та пăлхануллă тапхăр вăл - çамрăк кадетсем присяга тытни. 14 хутчен çирĕппĕн те хыттăн хăйсен тантăшĕсем умĕнче сăмах пачĕç вĕренекенсем. Вĕсенчен кашниех тивĕçлипе кадет ятне çÿлте тытма, шкул уставне çирĕп пăхăнма, командирсен хушăвне пурнăçлама, класс ят-сумне çÿле çĕклеме, лайăх вĕренме, юлташсемпе тÿрĕ кăмăллă пулма тата малашлăхра Тăван çĕршыва сыхлама шантарчĕç. Шкул директорĕн Зоя Васильевăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн присяга тытнă вĕренекенсене çар чинĕ - кадет ятне пачĕç. Виçĕ хутчен: «Ура!» - кăшкăрса йышăнчĕç вĕсем директор саламне.