Çĕнĕ Çулччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Çавна май çак уява кашни çын тата пур организаци хатĕрленет. Районти вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинче шкул çурчĕсемпе территорийĕсене, шалти пÿлĕмсемпе залсене Çĕнĕ Çул валли илемлетес, хатĕрлес тĕллевпе конкурс иртрĕ.
Конкурса пирĕн шкул ачисем те хутшăнчĕç. Ăна пĕтĕмлетнĕ хыççăн Чăваш Сурăм вăтам шкулĕ виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.