Шкулсем Çĕнĕ Çула хатĕр

Çĕнĕ Çулччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Çавна май çак уява кашни çын тата пур организаци хатĕрленет. Районти вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинче шкул çурчĕсемпе территорийĕсене, шалти пÿлĕмсемпе залсене Çĕнĕ Çул валли илемлетес, хатĕрлес тĕллевпе конкурс иртрĕ.

Конкурса Вутлан, Ураскилт, Тени, Тавăт, Юнтапа, Чăваш Сурăм, Элĕк шкулĕсем тата Тавăтри «Пучах» ача сачĕ хутшăнчĕç. Ăна пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ: пĕрремĕш вырăна - Тавăтри вăтам шкул, иккĕмĕш вырăна Тавăтри «Пучах» ача сачĕ тухрĕç. Юнтапа тата Чăваш Сурăм вăтам шкулĕсем виççĕмĕш вырăна пайларĕç.

Çĕнĕ Çул умĕн çуртсене хитрелетес ĕçе кашниех тăрăшса хатĕрленчĕ. Вĕсем капăрлатнă май тĕрлĕ çĕнĕлĕхсемпе те усă курчĕç.