Чăвашлăха аталантараççĕ

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕ тата Чăваш Республикин вĕренÿ министерстви йĕркеленĕ «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Республика шайĕнче иртекен конкурса пирĕн районтан Чăваш Сурăм тата Юнтапа шкулĕсем хутшăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсен йышне кĕреймерĕç пулин те, çамрăк ăрăва ăс-хакăл тата кăмăл-сипет енчен аталантарас, чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркине хисеплеме вĕрентес тĕлĕшпе пысăк ĕçсене туса ирттерчĕç. Çакна шута илсе асăннă шкулсене савăнăçлă лару-тăрура Чăваш наци конгресĕн дипломĕсемпе чысларĕç. «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс республикăра çеç мар, пирĕн районта та чи пултаруллă шкулсем пуррине çирĕплетрĕ.