Вăйлисем çĕнтернĕ

Шăматкун Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче «КЭС-Баскет» баскетбол лигин чемпионачĕн муниципалитет тапхăрĕнчи финалĕ иртрĕ. Унта ăмăртăвăн малтанхи вăййисенче 1-2-мĕш вырăн йышăннă командăсем хутшăнчĕç. Каччăсем хушшинче Чăваш Сурăм шкулĕн команди пĕрремĕш, Юнтапа шкулĕн маттурĕсем - иккĕмĕш, Мăн Ямаш шкулĕн каччисем виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Хĕрсем хушшинче Юнтапасем пĕрремĕш, Чăваш Сурăм шкулĕн пикисем иккĕмĕш, Мăн Ямаш шкулĕн команди виççĕмĕш вырăна тухрĕç.