Кадетсен 1-мĕш çĕнтерĕвĕ

Чăваш Сурăм шкулĕнче кадет класне уçни районшăн çеç мар, республика шайĕнче те пĕлтерĕшлĕ шутланать. Пирĕн тĕллев - ачасене тивĕçлĕ, патриотла воспитани парса çитĕнтересси, физкультурăпа спорта юратма хăнăхтарасси.

Кадет класĕ тин кăна уçăлчĕ пулин те, республикăри конкурса хутшăнма ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ улттăмĕшсем. «2016-2020 çулсенче Раççей Федерацийĕнчи граждансен патриотла воспитанийĕ» программăпа килĕшÿллĕн октябрĕн 8-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕ-ренпе 71 çул çитнине халалласа кадетсен, çарпа патриот пĕрлешĕвĕсен республикăри II смотр-конкурсĕ иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - ачасемпе çамрăксенче патриотизм туйăмне вăйлатасси, Тăван çĕршыва юратма тата хÿтĕлеме вĕрентесси.

Смотр-конкурса республикăри районсемпе хуласенчи кадетсен 25 класĕ хутшăнчĕ. Чăваш Сурăм шкулĕнчи тин кăна «пиçме» пуçланă кадет класĕнчи 14 ача та унта хутшăнма хăюлăх çитерчĕ. Дмитрий Васильев ертсе пынипе. ачасем стройпа утрĕç, унти хăш-пĕр приемсене кăтартрĕç, Калашник автоматне салатассипе тата пухассипе ăмăртрĕç. Çавăн пекех кадетсемшĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕпе çыхăннă викторина та интереслĕ пулчĕ. Унсăр пуçне арçын ачасем вăй гимнастикинче - туртăнассинче, хĕрачасем выртса алăсемпе хутламсем тăвассинче тупăшрĕç (кашни командăран 2-шер ача). Чи асра юлни - бал ташши. Кунта миçе мăшăр ташланине, ташăра хăвна мĕнле тытнине, кĕвĕ-çемĕпе мĕнле çаврăннине шута илчĕç.

Çакна та палăртса хăвармалла, смотр-конкурсра рес- публикăри кадет класĕсенчен чылайăшĕ темиçе хут та хутшăнать. Пирĕншĕн ку çĕнĕлĕх, апла пулин те Чăваш Сурăм шкулĕнчи кадет класĕ мĕнпур вăйран тăрăшрĕ. «Çамрăк» пулнине пăхмасăр пĕтĕмĕшле команда зачетĕнче хĕрачасемпе арçыначасем 3-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç.