Юпа уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсенче кашни çулах Ваттисен кунне ирттереççĕ. Нумаях пулмасть тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем Чăваш Сурăм шкулĕн акт залне пуçтарăнчĕç.
Чи малтанах шкул директорĕ Зоя Федорна Васильева ватăсене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, шкул ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Пурнăç çулĕпе малалла та хастаррăн утма çирĕп сывлăх, тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕ. Çавăн пекех салам сăмахĕсемпе Элĕк район пуçлăхĕ Владислав Волков, Элĕк районĕн вĕренту пайĕн пуçлăхĕ Эдуард Владимиров, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Павлов калаçрĕç. Ватăсем уйрăмах шкул ачисен саламĕпе кăмăллă пулчĕç. Шкулта вĕренекен пултаруллă ачасем тĕрлĕ юрă-ташăран пуян концертпа савăнтарчĕç. Хăйсен мăнукĕсене ыттисем хушшинче курсан тата ытларах савăнчĕç ватăсем.
Пĕр-пĕрне чылайранпа курманскерсем, малалла ăшă калаçăва сĕтел хушшинче тăсрĕç. Хисеплесе çакăн пек уяв йĕркелесе ирттернĕшĕн пурне те тав турĕç ветерансем.