Вĕрентекенсен кунĕ ячĕпе сире!

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери учительсен кунĕ. Учитель кунĕ – çулталăкри чи çутă та таса кунсенчен пĕри. Кашни çын хăй вăхăтĕнче шкулта вĕреннĕ. Кашни çын кун-çулĕнче хăйĕн вĕрентекенĕ пулнă. Пирĕнтен кашниех хăйĕн вĕрентекенне юратса аса илет.

         Чăваш Сурăм  вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасем те çак кун хăйсен юратнă учителĕсене саламламасăр юлмарĕç. Уява вĕренекенсем темиçе кун хатĕрленчĕç. Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче вара аслă классенче вĕренекенсем вĕрентекенсем, шкулти учительсем вара вĕренекенсем пулса тăчĕç. Вĕсене валли ятарлă расписанипе уроксем те иртрĕç. Уроксем хыççăн кашни класс хутшăнса пысăк концерт лартса пачĕç. Пур вĕрентекене те салам сăмахĕсем каларĕç, чечек çыххисем парнелерĕç.

       Вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те уяв кунĕпе кăмăллă юлчĕç.